АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем

24 июня 2011 г.

Миçен эпир чăвашсем; Нумайăн-и е сахалăн; Тата пирĕн йыш хушăнса е сахалланса пырать; Çакна пĕлме интереслĕ мар-и; Çак ыйтусен хуравне пĕлтĕр иртнĕ çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерсен тупма пулать.

2010 çулхи кĕркунне иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче тăтăш пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 582199-шĕ – арçын, 669400 хĕрарăм, процентпа пăхсан арçынсен шучĕ 46,5 процентпа танлашать, хĕрарăмсен – 53,5 проц. Çырав кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн районта 39729 çын пурăнать. Çав шутра 19543 арçын, 20186 хĕрарăм. Канаш хулинче 45608 çынна – 20884 арçынпа 24724 хĕрарăма шута илнĕ.

Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Республики вырăнта тĕпленсе пурăнакан халăхсен йышĕпе хĕрĕхĕмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн республикăра пĕр тăваткал километр лаптăка 68,4 çын тивет. Чăваш Енре пурăнакан халăх йышĕ 2002 çултан пуçласа 62,2 пин çын таран сахалланнă.

2002 çулхи çыравпа танлаштарсан республикăри кашни районпа хуларах, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисемсĕр пуçне, халăх йышĕ чакни сисĕнет. Улатăр (20,3 проц.), Хĕрлĕ Чутай (19,8), Пăрачкав (19,2), Çĕмĕрле (19,0 проц.) районĕсенчен халăх йышĕ уйрăмах нумай сахалланнă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем халăх уйрăмах йышлă пурăнакан вырăнсем шутланаççĕ. Вĕсенче республикăри мĕн пур халăх йышĕн 47 проценчĕ пурăнать.

Республикăра мĕн пурĕ 1720 ял. 17 ялта халăх пурăнмасть. 40 ялта халăх йышĕ 1-10 çын кăна. 11-50 çынлă ялсем 208, 288 ялта çĕре яхăн çын пурăнать. 1167 ялта пурăнакансен шучĕ çĕртен те иртет.

Пирĕн районта 108 яллă вырăн. Пĕр ялта (вăл разъезд) никам та пурăнмасть. Икĕ ялта 10 çынна яхăн çеç кун кунлать, саккăрăшĕнче – 11-50 çын, 14-шĕнче – 51-100 çын, 83-шĕнче пурăнакансен йышĕ – çĕр ытла çын.

И.ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика