АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен сывлăхне упрасси - пархатарлă тивĕç

24 июня 2011 г.

Кашни çулах çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче кăçалхипе 46-мĕш хут пирĕн çĕршывра Медицина ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Асхва ялĕ çывăхĕнчи "Урожай" стадионта районти сывлăх учрежденийĕсенче тăрăшакансене чысласа уяв иртрĕ.

Ырă йăлана районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницин тĕп врачĕ Р.Федорова уçрĕ. "Сирĕн професси этем сывлăхне сыхлассипе çыхăннă, çакă вара унăн шăпишĕн яваплăха ÿстерме хистет. Медицина пулăшăвĕпе эсир кунне-çĕрне пĕлмесĕр, уявсемпе кану кунĕсене пăхмасăр тивĕçтеретĕр. Çынна ырă сунни, ăна ăнланни, шеллени – сирĕн ĕçĕрте тĕп вырăнта. Сирĕн тимлĕх ĕçлеме вăй-хал парать, малашлăх çине шанчăклăн пăхтарать" – терĕ вăл.

Рената Николаевна больницăн уйрăмĕсен, поликлиникин, клиникăпа диагностика лабораторийĕн, апат-çимĕç блокĕн, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен коллективĕсене спонсорсем уйăрса панă парнесене пачĕ. Сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров тухрĕ. Медицина ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă хыççăн ырă та кăмăллă ĕçе пуçăнчĕ. Ĕçре çитĕнÿсем тунисене сцена çине чĕнчĕ. Районăн тĕп врачĕ Р.Федорова, васкавлă медицина пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕ Л.Петропавловских, стоматологи поликлиникин шăл тухтăрĕ А.Еремеев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине илчĕç. Министерствăн Тав çырăвне пĕтĕмĕшле врач практикин Шăхасанти уйрăмĕн врачĕ Г.Артемьева, клиникăпа диагностика лабораторийĕн фельдшер-лаборанчĕ Г.Борисова, Юмансарти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Н.Михайлова тата диета апат-çимĕçĕн блокĕн медсестри Т.Блинова тивĕçрĕç. Район администрацийĕ те сывлăх сыхлавĕн системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене грамота парса чысларĕ. Вĕсем – ача-пăча поликлиникин участокри педиатр врач А.Гаврилова, медицина сестри С.Филиппова, хирурги уйрăмĕн операци блокĕн медсестри И.Савинова, Шăхальти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Р.Афанасьева, диета апат-çимĕç блокĕн медсестри Т.Блинова тата администраципе хуçалăх уйрăмĕн водителĕ В. Егоров. Вун улттăн больница администрацийĕн хисеп грамотиллĕ пулчĕç.

Республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ Раççей Çарне сывă та çирĕп çамрăксем ярас ĕçе хастар хутшăннăшăн пĕтĕмĕшле практика врачне Л.Филипповăна, Е.Романов онколога, Б.Иванов отоларинголога, О.Иванова дерматовенеролога, Л.Воробьев невролога, поликлиникăн медицина сестрисене Е.Емельяновăна, Р.Даниловăна, О.Платоновăна тата Н.Димитриевăна професси уявĕ ячĕпе саламласа тав тунă. Больницăри профсоюз комитечĕн председателĕ Р.Салимгереев та сцена çине хулăн папкăпа хăпарчĕ. Вăл С.Якимова, С.Иванова, В.Михайлова, Л.Федорова, Г.Егорова, Р.Илларионова, С.Партем, А.Федорова медсестрасене, С.Архиповăпа Н.Кириллова фельдшер-лаборантсене, Сителти тата Çÿлти Вăрманьялĕнчифельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсене Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Вырăнти профсоюз организацийĕн наградипе хисеп тунисем – вуннăн. "Единая Россия" политика партийĕн районти организацийĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А.Степанов медицина ĕçченĕсен ушкăнне наградăсемпе хавхалантарчĕ.

Уяв ячĕпе ăшă сăмахсем калама Сухайкасси, Çеçпĕл, Уçырма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем З.Иванова, С.Иванова, В.Иванов, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕн çумĕ Ю.Александров тухрĕç. Пушă алăпа килмен вĕсем, хăйсен тăрăхĕсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем валли грамотăсемпе парнесем илсе килнĕ. Мероприятин савăнăçлă пайĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн саламĕпе вĕçленчĕ.

Наградăсем панă чухнехи тăхтавсем ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн юрри-ташшипе тулчĕ. Владимирпа Евгений Ивановсем, В.Борисова тата ыттисем илемлĕ юрăсемпе, О.Егорова хитре ташăпа савăнтарчĕç. Р.Салимгереев хирург тутар юрри шăрантарса ĕçтешĕсен кăмăлне çĕклерĕ.

Тĕрлĕ спорт вăййисем, дискотека уява пушшех те илемлетрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика