24 июня 2011 г.
Ачалăхран ăçта тарса пытанăн. Çур ĕмĕр чикки урлă ярса пуссан та ачалăх шевли пурнăç сĕмлĕхне сирсе куç умне яр уççăн шуса тухать.
Михаил Сергеевич Николаев Кĕçĕн Çавал хĕрринче вырнаçнă Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ача чухне кĕтÿ хыççăн çăвĕпе çара уран чупнă. Шкултан таврăнсанах амăшĕ патне фермăна пăрусем пăхма васканă. Сăлтав тупса лашасем патне (арçын ачашăн чи çывăх юлташ пекех пулнă-çке вĕсем) мĕн чухлĕ вирхĕнмен-ши тата;
"Чăваш ачин хăрах ури сăпкара, хăрах ури акара", – тесех ахаль каламан ĕлĕкхи ватăсем. Ашшĕ-амăшĕ Мишшăна мĕн пĕчĕкрен çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă.
Александра Ивановнăпа Сергей Николаевич пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Миша çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Ĕçпе пиçĕхнĕ ача мĕн пĕчĕкрен илем патне туртăннă, музыкант пулма ĕмĕтленнĕ. Ырă чунлă амăшĕ ачан кăмăлне хуçас темен.
– 1973 çулта, Мишша вун виççĕ тултарсан, пĕрремĕш пенси укçипе ăна купăс илсе патăм. Унччен маларах вăл кÿрше каçатчĕ. Кĕçех хăй тĕллĕн купăс калама вĕренчĕ.
– Питĕ купăс калама вĕренес килетчĕ. Ялта Гришук пичче купăспа тĕлĕнмелле хитре вылятчĕ. Манăн вара куççуль тухса каятчĕ... Çиччĕмĕш класранпа купăса алăран яман эпĕ. Салтак ăсатнă, туйсенче халăха купăс каласа ташлаттарнă, – ырă аса илÿ авăрне путать Михаил Сергеевич.
Купăс хĕлĕхĕсене паян та тĕлĕнмелле çăмăллăн вылятать вăл. Чăваш юррисене уйрăмах кăмăллать. Искусство çул-йĕрне суйласа илнĕ пулсан, тен, чаплă музыкант пулнă пулĕччĕ. Анчах пурнăç çине çирĕп куçпа пăхма хăнăхнă качча ку утăм тивĕçтермен. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн М.Николаев строительсене хатĕрлекен Шупашкарти техникума вĕренме кĕнĕ. Çу кунĕсенче колхозра строительсен бригадинче ĕçлесе мĕн ачаран кирпĕч хума та, каскалама та хăнăхса ÿснĕ вăл. Çак ĕçе тĕплĕн вĕренсе алла илсен пурнăçра усăллă çын пуласса шаннă ĕнерхи шкула ачи.
1978 çулта пĕр курс вĕреннĕ хыççăн Мишшăна Совет Çарне илнĕ. Салтак тивĕçне вăл Украина çĕрĕ çинче пурнăçланă.
1982 çулта алла диплом илнĕ йĕкĕте Куйбышев хулине ĕçлеме янă. Çар чаçĕнче вăл строительство мастерĕнче ĕçленĕ. Анчах та тăван кĕтес хăй патнех туртнă. 1984 çулта Канашри сыр комбиначĕн никĕсне хывма пуçланă. Михаил Сергеевич унта строитель инженер пулса ĕçлеме тытăннă.
Чылай вăхăт хушши Технологи хатĕрĕсем тăвакан заводра капиталлă строительство пуçлăхĕн тилхепине тытса пынă. 1994-2001 çулсенче "Канашская" ОМСОра тĕп инженер пулса тимленĕ.
Халĕ М.Николаев вунă çул ытла ĕнтĕ "Стройсантех" организацие ертсе пырать. Унта тăрăшакансем садиксене, шкулсене, больницăсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. "Стройсантех" Канаш тăрăхĕнче кăна мар, республикăри ытти хулапа районсенче те юсав ĕçĕсене пурнăçлать.
Ĕç пулсан телей те пулĕ, – текен ваттисен сăмахĕ унăн пурнăçĕнче пĕл-терĕшлĕ вырăн йышăнать. 1983 çулта Михаил Сергеевич çемье çавăрнă, мăшăрĕпе Галина Анатольевнăпа икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕр-пĕрне ăнланни, килĕштерни, йывăр самантра пулăшса пыни çемье çирĕплĕхне упрать тата ĕçре çитĕнÿсем тума хистет.
И.ТЕРЕНТЬЕВА.