24 июня 2011 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 70-72"").
Пăшалпа та, перопа та
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕтĕм халăх ирсĕр тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Пĕрисем çĕнтерĕве - фронтра, теприсем тылра туптанă. "Пĕтĕмпех фронт валли, çĕнтерÿ валли!" патриотла чĕнÿ кашни çын чĕринче тăшмана хăвăртрах тĕп тăвас туйăма вăйлатнă. Çак чĕнÿ район хаçатĕнче тĕп тема пулса тăнă, унта колхозсемпе предприятисен, колхозниксемпе рабочисен патриотла пуçарăвĕсене анлăн çутатнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1941 çулхи çĕртме уйăхĕччен "Коммунизмшăн" хаçат редакторĕнче Ф.Антонов ĕçленĕ. Ун хыççăн хаяр вăрçă çулĕсенче хаçата И.Корниловпа В.Изюмов редакциленĕ.
Хаçат районти халăха фронтри лару-тăрупа çийĕнчех паллаштарса тăнă, çапăçура паттăрлăх кăтартнă ентешсем, хĕрарăмсен, ватăсемпе ачасен тылри хастарлăхĕ çинчен тĕрленчĕксем, фронтовиксен çырăвĕсене пичетленĕ. Хула тата районта пурăнакансем Украинăран эвакуациленĕ вакунсем юсакан завод корпусĕсене хăпартма, "Осоавиахим Чувашии" çар самолечĕсен звени, танк колонни, "Комсомол Чувашии" бронепоезд тума, хÿтĕленÿ чиккисем йĕркелеме хастар хутшăннă, çĕршывăн оборона фондне хăйсем пухнă укçа-тенкĕне куçарса панă, харпăр-хăй хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе ăсатнă, салтаксем патне фронта ăшă алса-чăлха ярса панă.
Хаçатăн кашни номерĕнче районти ĕç çыннисем Хĕрлĕ Çара укçа-тенкĕпе тата пурлăхпа пулăшни çинчен хыпар пичетленĕ. "Комсомол Чувашии" бронепоезд тума укçа пухасси анлă сарăлчĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 64180 тенкĕ пуçтарнă", - вулатпăр 1942 çулта тухнă хаçатăн пĕр номерĕнче.
Çак патриотла юхăмран журналистсем те айккине тăрса юлман. "Коммунизмшăн" хаçат яваплă секретарĕ А.Ф.Каховский хăй çемйипе чылаях пухнă укçа-тенкĕне "Правда" хаçат ячĕллĕ истребительсен эскадрильине тума куçарнă. 1944 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче ун патне И. В.Сталин ячĕпе çакăн пек телеграмма килнĕ: "Примите мой привет и благодарность Красной Армии тов. Каховский А.Ф. за Вашу заботу о воздушных силах Красной Армии".
Вакунсем юсакан завод рабочийĕсем талăкĕпе цехсенчен кайман, халăх хуçалăхĕпе фронт валли тĕрлĕ тавар туса кăларнă. Хаçат вĕсен ырми-канми ĕçне, "Хамăршăн тата вăрçа кайнă юлташсемшĕн ĕçлер!" патриотла девизне анлăн çутатнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнчи пĕр номерте çапла çырнă: "ВРЗра рабочисенчен нумайăшĕ пĕр сменăра икĕ норма тултарать. Çакă вĕсемшĕн чикĕ мар. Ик çĕрмĕшсем хыççăн - виç çĕрмĕшсем, вĕсем хыççăн пилĕк çĕрмĕшсем пулчĕç. Юлашкинчен вара, Май уявĕ умĕн, Смирнов, Осипов, Моряков пилĕк пинлĕ чикĕне çĕнсе илчĕç. Çак паха пуçарăва комсомолецсемпе çамрăксем ырласа йышăнчĕç".
Ку хыпар Яманкасси ялĕнчен: "Доронин ячĕллĕ колхозра ĕçе тухма пултаракан кашни çын иртен пуçласа каçчен вырмара вăй хурать. Тырă пухса кĕртме кунсерен 90 çын çавапа тухать, жатка машиновечĕсем тырă пуссинче 16-шар сехет ĕçлеççĕ".
Редакцие Хĕрлĕ Çар командирĕсемпе боецĕсенчен çыру нумай килнĕ. Вĕсенче паттăр ентешсем ирсĕр тăшмана хирĕç хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçни çинчен çырса пĕлтернĕ. К.М.Кольцов, И.Н.Радиков, И.Ф.Юрин, В.И.Пермяков, хаçатăн тата ытти тусĕсем фронтран янă çырусем райхаçатра пичетленнĕ.
1941 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи нарăсчен "Коммунизмшăн" хаçат редакторĕнче И.К.Корнилов (Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче çуралнă) ĕçленĕ. 1934 çулта, юпа уйăхĕнче, партин Чăваш обкомĕн бюро хушăвĕпе вăл Канашри вакунсем юсакан завода "На стройке" ятлă (халĕ "Вагонник") нумай тиражлă хаçат кăларса тăма килет, унтан ăна "Коммунизмшăн" хаçат редакторне çирĕплетнĕ. Çамрăк чухне вăл ялта комсомол организацийĕ тата колхоз йĕркелеме хастар хутшăннă, Шупашкарта партипе совет шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, хут пĕлмен хресченсене вулама-çырма вĕрентнĕ. Канаша киличчен Илья Кузьмич Йĕпреç райĕçтăвкомĕнче, парти райкомĕнче ĕçленĕ, 1932 çулхи нарăсран пуçласа 1934 çулхи юпа уйăхĕччен Йĕпреç районĕн "Çĕнĕ пурнăç" хаçатне редакциленĕ. Вăрçă тапрансан хастар чĕреллĕ редактор фронта тухса каять. Стрелоксен 19-мĕш гварди дивизийĕнчи 1218-мĕш батальон комиссарĕ И. К.Корнилов капитан 1942 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче тан мар çапăçура пуçне хурать.
Вăрçăччен редакцире ĕçленĕ Константин Кольцов (Анат Сурăм), Григорий Зайцев (Вăрăмпуç), Константин Демьянов (Пĕршенер), Василий Смирнов (Анаткас Татмăш), Александр Языков (Ачча), хаçат тусĕсен - Василий Васькин (Ямашра учительте ĕçленĕ), Александр Пермяк (Шаккăл шкулĕн учителĕ), Илья Семенов-Илем (Кивĕ Шелттемре çуралнă, Атнашра учительте ĕçленĕ) çамрăк поэтсен пурнăçĕсем çапăçу хирĕсенче вăхăтсăр татăлнă.
Кĕçтук Кольцов чăваш литературинче курăмлă йĕр хăварнă. Вăл 1934 çулта, çĕртме уйăхĕнче, "Социализмшăн" хаçат редакцине ĕçлеме вырнаçать. Ку вăхăтра унăн сăввисем Шупашкарти хаçатсемпе журналсенче те пичетленме пуçлаççĕ. Канаш хулинчи архивра упранакан райхаçат страницисене уçса вулатăп та тĕлĕнетĕп: вăл чăннипех пултаруллă журналист пулнă, тĕттĕмлĕхрен çутталла туртăнакан, çĕнĕ пурнăç тăвакан харсăр ял çыннисем, сулмаклăн аталанакан колхозсем çинчен тĕрлĕ жанрпа илемлĕ те пуян содержаниллĕ хайлавсем çырнă.
Петĕр Ялкир асилĕвĕнчен: "1937 çулхи авăн уйăхĕ. Канаш район хаçачĕн редакцийĕнче литература кружокĕн черетлĕ занятийĕ пуçланчĕ. "Паян эпир хамăр кружокăн хастар членĕн Кĕçтук Кольцовăн сăввисене пăхса тухăпăр", - пĕлтерчĕ кружок ертÿçи - педагогика училищинче чăваш литературине вĕрентекен Ф.С.Меценатов. Сĕтел умне яштака кĕлеткеллĕ, хаваслă сăн-питлĕ, хура çÿçлĕ çамрăк тухрĕ. Вăл хăйĕн сăввисене васкамасăр, анчах хĕрÿллĕн вулама пуçларĕ. Ялта колхозлă пурнăç ешерсе пыни, çамрăксен телейĕпе юратăвĕ çинчен калакан йĕркесем юхма тытăнчĕç.
Çамрăк поэт сăввисем пирки Çтаппан Яратай (ун чухне сăввисем айне Аслан çапла алă пусатчĕ), Петр Чичканов, Илле Семенов-Илем тата ыттисем те ăшă сăмахсем каларĕç. Кĕçтук юлташĕсене тав турĕ, палăртнă çитменлĕхсене шута илме пулчĕ. Çакăн хыççăн ăна урăх курма тÿр килмерĕ. Вăл Хĕрлĕ Çара тухса кайнă".
1937-1940 çулсенче К.Кольцов çарта пулнă, Тăван çĕршыв чиккине хуралланă, унта та поэзие пăрахман, редакцие сăвăсем ярса панă. Çартан таврăнсан, 1940 çулхи кĕркунне, Кĕçтука республикăри "Çамрăк большевик" хаçата ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунтанах вăл фронта ăсанать. Муромри çар училищинчен вĕренсе тухсан ăна Карели фронтне яраççĕ. 1943 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, тăшманпа вăйлăн тытăçса çапăçнă вăхăтра, К.Кольцов йывăр аманать, сурана пула тепĕр виçĕ кунтан госпитальте ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Çамрăк поэтăн чи малтан райхаçатра кун çути курнă "Кĕт мана", "Трактористка çырăвĕ", "Тантăшсене", "Пысăк пул та паттăр пул", "Чăн сăмах" сăввисем чăваш поэзийĕн ылтăн фондне кĕнĕ.
Кĕçтук Кольцовпа пĕрле 1928-1931 çулсенче Энтриялĕнче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, 1939-1941 çулсенче Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературин учителĕнче ĕçленĕ, "Коммунизмшăн" хаçатпа тачă çыхăну тытнă Василий Васькин (чăн хушамачĕ - Никитин) поэт 1942 çулхи кĕркунне Конотоп хули патĕнчи çапăçура пуç хунă. Вĕсене иккĕшне те вилнĕ хыççăн 1962 çулта СССР писателĕсен Союзĕн членне илнĕ.
В.Васькин Красноармейски районĕнчи Шывпуçĕнче çуралнă, Канаш районĕнчи Тури Сурăмра пуçламăш шкулта вĕреннĕ. С.Аслан астунă тăрăх, ун чухнех вуннăри Василий сăвăсем çырма пуçланă. Шкулта учительте ĕçленĕ пиччĕшĕ М.Никитин ăна пулăшса пынă. 1961 çулта Чăваш кĕнеке издательстви, поэтăн тĕрлĕ çулта çырнă сăввисене суйлса илсе, "Сăвăсем" ятлă кĕнеке кăларнă.
Вăтăрмĕш çулсенче райхаçатăн малтанхи çыравçисем пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пăшалпа перона алăран яман, вăрçă хыççăн çĕршыва юхăнчăклăхран çĕкленĕ журналистсем пирĕн хушăра халĕ çук ĕнтĕ, анчах вĕсем яланах пирĕн чĕрере, хаçат страницисенче вĕсен статйисем, очеркĕсемпе сăввисем çамрăк ăрăва ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалăх çапăнса юлнă.
х х х
Кунта çакна асăнса хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп: 1935 çулхи нарăсран пуçласа 1956 çулхи чÿк уйăхĕччен Шăхасан районĕнче эрнере икĕ хутчен "Вăйлă тыр-пулшăн" хаçат тухса тăнă. Çак хаçат района пăрахăçласан тухма пăрахнă. Вăрçă çулĕсенче мĕн çырнă-ха унта; 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă номере тишкерер-ха: "Победа" колхоз (Сител ялĕ) ĕçченĕсем, колхозниксен йышлă митингне пухăнса, халăх комиссарĕсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ, ют çĕршыв ĕçĕсен халăх комиссарĕ Молотов юлташ радиопа каланă сăмахсене тимлĕ итлерĕç. Митингра Н.С.Рубинский колхозник фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла вăрттăн тапăнни çав тери тарăхтарни çинчен пĕлтерчĕ. "Тăшман пĕлтĕр: унăн тискер планĕсем нихăçан та пурнăçа кĕмĕç, ăна пур пĕрех çапса аркатăпăр. Çĕршыв чĕнĕвĕпе эпĕ паянах унăн хÿтĕлевçисен ретне тăма хатĕр!", - терĕ вăл", - хыпарлать хаçат.
(Малалли пулать).