24 июня 2011 г.
Иртнĕ çул типĕ тата шăрăх çанталăка пула курăк çÿллĕ те парка çитĕнеймерĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх тытакансем çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăвараймарĕç. Çумăра çĕр ĕçченĕ епле кĕтрĕ пулин те тÿпере хура тата йывăр пĕлĕтсем çăвĕпе пуçтарăнмарĕç тесен те йăнăш пулмĕ.
Кăçал лару-тăру вара пачах урăхла. Çумăрсем час-часах çуса тăнăран курăк урам хушшисенче те вырăн-вырăнпа чĕркуççинчен çÿле хăпарчĕ. Курăка лавĕ-лавĕпех çулса хатĕрлеме пулать пек, анчах выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекенсен умне тепĕр чăрмав сиксе тухрĕ – çанталăк утта типĕтсе кĕртме уяр кунсемпе савăнтарманни.
Районта нумай çул ÿсекен курăксене планпа 4929 гектар çинче çулмалла, хальхи вăхăт тĕлне 445 гектара çеç çулнă (9 проц.). Выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма планпа 3350 тонна утă кирлĕ, вăл пĕтĕмпе те 5 тонна çеç, ăна "Победит" хуçалăхра ĕçлекенсем типĕтсе кĕртнĕ. Сенажа районĕпе 16980 тонна янтăламалла, ку енĕпе хальлĕхе Киров ячĕллĕ тата "Урюм" хуçалăхсенче кăна ĕçлеççĕ, атнашсем çак сĕтеклĕ апата 170 тонна хывнă, сиккассисем – 30 тонна. Силос планĕ – 5050 тонна, ку енĕпе улшăнусем çук-ха.
Нумаях пулмасть Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне çитсе килме тÿр килчĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме çанталăк чăрмав кÿрет пулин те техника шавĕ уйран пур пĕр татăлмасть. Станислав Волков (ÿкерчĕкре) Е-303 комбайнпа, Олег Артизанов роторлă косилкăпа нумай çул ÿсекен курăка çулаççĕ. Александр Иванов Е-281 комбайнпа курăка тураса вĕтетет, симĕс массăна сенаж шăтăкне Николай Иванов, Александр Михайлов, Владимир Иванов КАМАЗсемпе, Юрий Егоров ГАЗ-53 автомашинăпа турттарса тăраççĕ. Виссарион Петров вĕтетнĕ курăка "Амкодор" погрузчикпе таптаса пусарать. Сенаж техĕмлĕ "пиçтĕр" тесе хуçалăх ĕçченĕсем купа çине ятарлă кĕвелĕк хушаççĕ.
А.МЯСНИКОВ.