24 июня 2011 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн VIII ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех ăна район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Ларăва вăл Н.Ильин, В.Германов тата А.Лаврентьев депутатсене çуралнă кун ячĕпе саламланипе пуçларĕ. Вĕсене ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл районăн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен калакан йышăнăва кĕртмелли улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Депутатсем çав улшăнусене çирĕплетсе йышăну кăларчĕç.
Пĕр мандатлă 26-мĕш номерлĕ Янкăлч суйлав округĕнчен район депутатне суйланнă М.Ильин муниципаллă службăна куçнă май хăйне депутат полномочийĕсенчен вăхăт çитмесĕрех хăтарма хут çырса панă. Пуху унăн ыйтăвне тивĕçтерчĕ.
Районпа хула прокуратури хирĕçленипе Пухăвăн саккунлăха, йĕркелĕхе çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăха тата депутат этикине аталантарас енĕпе ĕçлекен яланхи комиссине "Чăваш Республикин Канаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен" йышăну проектне хатĕрлеме тата ăна Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен управление йĕркелесе çыхăнтармашкăн ярса пама хушса хăварчĕç.
Раççей Федерацийĕн Бюджет кодексĕн 179-мĕш статйипе килĕшÿллĕн район депутачĕсен Пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсем вăйне çухатнă тесе йышăнчĕç.
Энтрияль вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Е.Викторовăна, "Канаш ен" хаçат корреспондентне И.Андреевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, район больницин терапевт врачне Н.Федорова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята илме тăратрĕç.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче ял тăрăхĕсен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчен унта пиллĕкĕн кайнă, вĕсенчен пĕри – пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов. Аслă пухăвăн ĕçне регионсен аталанăвĕн министрĕ В. Басаргин тата РФ правительствин ытти министрĕсем хутшăннă. Планерлă ларура Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.Путин тухса калаçнă, делегатсем панă ыйтусене хуравланă. В.Софронов форум мĕнле иртни çинчен депутатсене каласа пачĕ. Аслă пухура федерацин "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх организацийĕн пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" 131-ФЗ сакунне пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçленĕ чухне сиксе тухакан çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Паян ял тăрăхĕсене бюджет, унăн тупăшлă пайĕ 10-ран пуçласа 30 процент таран вылянса тăрать, ял тăрăхĕсен специалисчĕсен квалификацийĕ, муниципаллă служащисен ĕç укçи, çĕр реформи, вĕрентĕве модернизацилесси, тарифсем, ялсенче газ кĕртесси, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх проблемисем, электричествăпа, шывпа тивĕçтересси тата ытти хумхантарать. Форум çĕршыв правительстви ял ыйтăвĕсене ăнланнине тата вĕсене пĕрлехи вăйпа татса пама тăрăшнине кăтартса панă.
Район энциклопедине хатĕрлес ĕç мĕнле пынине те хускатрĕç. Ку енĕпе редакци канашĕ тата ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсем материалсем пухассине васкатма ыйтаççĕ. Çакна авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесе пичете тăратма пуçламалла. Килес çул акатуя энциклопедипе кĕтсе илме палăртнă.
В.АЧЧА.