22 июня 2011 г.
Вăтакас Кипеч ялĕнче пурăнакан Вячеслав Николаевичпа Эльвира Васильевна Анатольевсем патне виç кĕтеслĕ штемпель çапнă пысăк çыру килнĕ. Пăлханса уçнă ăна вĕсем. Вуласа тухсан вара сăн-пичĕ савăнăç шевлипе çиçме тытăннă. Унта мĕн çырнине вулакансем патне те çитерер-ха, вĕсен савăнăçне пĕрле пайлар.
"Хисеплĕ Эльвира Васильевна тата Вячеслав Николаевич. Пирĕн полкра сирĕн ывăлăр Александр Анатольев службăра тăрать. Вăл хăйне тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен тата хушнине итлекен салтак пулнине кăтартса пачĕ. Тивĕçе тимлĕ, тăрăшса пурнăçлани, полкăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнни – унăн службинчи палăртуллă уйрăмлăхсем. Сăпайлăх, ырă кăмăллăх, кирек кама та пулăшма тăрăшни пĕрле службăра тăракансем, офицерсем хушшинче ăна унăн авторитетне ÿстерчĕ. Александр ашшĕ-амăшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме панă наказа чыслăн пурнăçлать. Вăл малашне те хăйĕн тивĕçне пурнăçланă çĕрте ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрасса шанатпăр. Çакăн пек ывăл – Тăван çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçине ÿстернĕшĕн пысăк тав сире. Ырă сунса М.Личманов полковник".
Александр Анатольев Раççей Çарĕн ретне пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче тăнă. Ăна, Канашри педагогика колледжне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕскере, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренекенскере, Саратов облаçĕнче вырнаçнă çар чаçĕн психологĕн пулăшуçине лартнă. Нумаях пулмасть Александра кĕçĕн сержант званийĕ панă.
Александрăн пиччĕшĕ Андрей та – Тăван çĕршыв хуралĕнче. Вăл Канашри педагогика колледжĕн музыка уйрăмне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Çар хĕсмечĕн срокĕ вĕçленсен виçĕ çуллăха контракт тунă. Анатольев сержант ракетăсен çарĕнче службăра, музыкантсен ротин чи лайăх трубачĕ, компьютера лайăх пĕлет, офицерсене вĕсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшать. Юлташĕсем, командирсем хушшинче хисепре. Çывăх вăхăтрах отпуска килсе ашшĕпе амăшне, кĕçĕн шăллĕне савăнтарĕ. Каласа памалли вара ун тем чухлех.
В.АЧЧА.