АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк пус укçапа

22 июня 2011 г.

Пăхăр çĕрĕ, сулă тăхăнасси йăлана ăнсăртран кĕмен. Авалхи çынсем пăхăр пĕвере, сулана, лимфа тытăмне пулăшнине пĕлнĕ. Унпа тĕрлĕ микробран хăтăлма, юн сахаллансан, менингитран сипленме усă курнă. Эпилепсипе чирлисене тытса пăрахнă вăхăтра аллине пăхăр укçа, çĕрĕ тыттарнă. Паллă ăсчах Аристотель аллине пăхăр çаврашка тытса çывăрма юратнă. Пăхăр виçе ытлашши чухне те пулăшать тенĕ.

Хальхи вăхăтра та пăхăрпа сипленмелли сахал мар мел пур. Вăл микробсене пĕтерме пултарать. Ал-урана кăвакартсан ыратакан вырăна 1961 çулччен кăларнă 5 пус укçа хумалла. Радикулит чухне 5 пуслăх пăхăр укçасене пилĕк çине тытмалла, йытă çăмĕнчен çĕленĕ пиçиххи çыхмалла. Е пилĕке пăхăр пралукпа çыхмалла.

Сыпăсем ыратсан, тăвар пухăнсан пăхăр çĕрĕ темиçе уйăх тăхăнса çÿремелле. Диабетпа чирлĕ çынсене пăхăр купоросĕпе тунă ваннăсем лайăх пулăшаççĕ – кун пек чухне организма инсулин сахалрах кирлĕ. Тулли ваннăна 1-2 апат кашăкĕ пăхăр купоросĕ ямалла. Эрнере 1-2 хут 15-шер минут сипленмелле. 10-15 хутчен ванна тумалла. Çулталăкне 4-6 хут сипленмелле.

Пăхăр сулă тăхăнса çÿрени те усăллă. Унра пăхăр 99 процент пулмалла. Сылтăм алла тăхăнсан çакнашкал сулă пуç ыратнинчен, ыйхă килменнинчен, сахăр диабетĕнчен, ар вăйсăрлăхĕнчен пулăшать. Юн пусăмĕ ÿссен, геморой чухне, чĕре кирлĕ пек ĕçлемесен пăхăр сулла сулахай алла тăхăнмалла. 2 çул тăхăнса çÿремелле, вăхăт-вăхăтпа тасатмалла.

Британири ăсчахсем шухăшланă тăрăх алăк хăлăпĕсене, шыв пăрăхĕн кранĕсене, выключательсене пăхăртан тăвас тĕк ерекен тĕрлĕ чир сарăласран сыхланма пулать.

Нумаях пулмасть Испанире хăйне майлă сăнав ирттернĕ: крансене тата унитаз çине хумалли "кăшăлсене " пăхăртан тунă. Кунне 2 хут вĕсем тата ахаль крансемпе унитаз çаврисем çинчи микробсене тĕрĕсленĕ. Пăхăррисем çинче бактерисен шучĕ ахальлисемпе танлаштарсан 95 процент сахалрах пулнă.

Сывă çыннăн кунне 2 мг пăхăр çимелле. Вăл ашра, пулăра, çăкăр-булка таврашĕнче, пăрçара, пахча çимĕçре, улма-çырлара пур. Пăхăрпа шампиньон, çĕр улми, пĕвер, пÿре, çăмарта сарри, тинĕс çимĕçĕсем пуян. Сĕт диетине пула организма пăхăр çитмест. Сăмах май, авалхи славянсем инкек-синкекрен, усал-тĕселтен хÿтеленме çара ÿт çине пăхăр пиçиххи çыхса çÿренĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика