22 июня 2011 г.
Кашни çынна хăй пурăнакан саманари вăхăтпа пин-пин çип, вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç, шухăшлав çыхăнтарса тăрать. Кашнийĕ çĕршыв аталанăвне хăйĕн тÿпине хывать. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ педагогика наукисен докторĕ Егор Васильевич Васильев Г.Н.Волков академик ертсе пынă этнопедагогсен ушкăнĕнче тăрать.
Егор 1936 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче Мускав-Хусан чукун çул хĕррине вырнаçнă Мăкăр ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан вăл ялтан 20 çухрăмри Янкăлч вăтам шкулне çÿренĕ. Мĕн ачаран çĕр ĕçне хăнăхнăскер обществăлла ĕçре те хастар пулнă, хаçатра пичетленнĕ, походсемпе çул çÿревсене кăмăлланă. Çаксем пурте вăл тем те пĕлме тăрăшнине, пĕлĕвне пуянлатса пынине кăтартаççĕ. Егор улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне хăйĕн икĕ сыпăкри пиччĕшĕпе Никита Бурзуевпа Канашри МТСра "Коммунар" комбайнпа ĕçленĕ.
1953 çулта вăтам шкул пĕтерсен Егор Васильевич шкулта учительте ĕçлеме пуçланă. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйнă вăл, çавăнпа та учитель ĕçне тĕплĕн хатĕрленнĕ, Чăваш патшалăх педагогика институтне кĕме заявлени панă.
Е.Васильев педагогика историйĕпе ăслăлăх кружокне ертсе пынă, походсене çÿренĕ. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне кану лагерĕн пĕрремĕш начальникĕ пулса тăнă, виççĕмĕш курсра И.Я.Яковлев стипендине илнĕ. Вăл Алтай тăрăхĕнче уçнă çĕрсем çинчен тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре хутшăннă, ăна "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медальпе наградăланă.
Чехсен "Млада и франт" хаçат корреспонденчĕ Е.Васильев тата пирĕн республика çамрăкĕсем çинчен çырнă статйинче: "Чăвашсене пĕрремĕш хут куратăп. Механизм евĕр ĕçлекен çынсене пĕрремĕш хут куратăп", – тесе тĕлĕнсе çырнă. Егор çинчен Алтай тăрăхĕнчи тата Раççейри хаçатсем те çырнă.
1959-1962 çулсенче Егор Васильевич Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан Шупашкарти 2-мĕш интернат шкулта вожатăйра, вырăс чĕлхипе литература учителĕнче ĕçлеме пуçланă. 1967-1970 çулсенче тĕп хулари 16-мĕш вăтам шкулта вĕрентнĕ. Кунта вăл С.М.Михайлов-Янтуш ячĕллĕ этнографипе краеведени музейне уçнă. Пĕтĕм Раççейри çамрăк туристсен Байкал кÿлли хĕрринче иртнĕ Х слетĕнче Е.Васильев ертсе пынă чăваш ачисен команди 187 команда хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăлах вĕренекенĕсемпе пĕрле республикăра пуçласа "Автостоп" клуб уçнă, Мускавра, Новосибирскра, Крымра, Минскра, ытти нумай хулара походра пулнă.
Егор Васильевич хăйĕн ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн педагогика кафедри çумĕнчи аспирантурăна тата Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне куçăмсăр йĕркепе вĕренме кĕнĕ.
Педагогика институтĕнче ĕçленĕ çулсенче (1973-1990) педагогика практикин заведующийĕ, аслă преподаватель, педагогика кафедрин доценчĕ, пуçламăш вĕрентÿ педагогикин кафедрин заведующийĕ пулнă. 1975 çулта Е.Васильев педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине Мускавра СССР Педагогика наукисен академийĕнче хÿтĕленĕ.
1990 çултанпа Е.В.Васильев Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче вăй хурать: малтан доцент, каярах педагогика кафедрин профессорĕ, этнопедагогикăпа этнопсихологи кафедрин лаборатори заведующийĕ...
Ученăй педагогикăпа çыхăннă 250 наука ĕçĕ пичетленĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне палăртса хăварам-ха: "Интернациональные связи школьников", "Примерная программа, методические рекомендации и материалы к спецкурсу "Патриотическое и интернациональное воспитание школьников", "Г.Н.Волков. Библиографический указатель", "Школа готовит будущего учителя" (авторсен ушкăнĕ), "Школа вежливости", "С любовью к тебе, настоящий человек", "Велик на все времена", "Боевая и трудовая слава учителей чувашии", "Отечественная история" тата ытти те.
"Теоретическая и практическая подготовка студентов к воспитанию у учащихся гуманности в сфере межнациональных отношений" темăпа çырнă доктор диссертацине 1996 çулта Хусан патшалăх педагогика университетĕнче хÿтĕленĕ. Егор Васильевич хăйĕн ĕçĕсене ачасене воспитани панă чухне вĕсенче çынлăх туйăмне аталантармаллине, чăваш халăх йăли-йĕркисем çине тайăнмаллине, тăван çĕршыва юратма вĕрентессине тĕпе хурать.
С.М.Михайлов, И.Я.Яковлев, И.Н.Ульянов, К.Н.Насыри, М.Е.Евсевьев, А.С.Макаренко, Н.К.Крупская, В.А.Сухомлинский ĕçлесе пурăннă вырăнсене наукăпа педагогика экспедицийĕсем йĕркеленĕ. Экспедицисене хутшăннă студентсем симпозиумсемпе конференцисенче ылтăн медальсем, дипломсемпе грамотăсем çĕнсе илнĕ.
Педагогика наукисен докторĕ ачасем валли те кĕнеке кăларать. К.А.Чулкаç çыравçă ертсе пынипе 17 çултах радиора ĕçлеме пуçланă. Хăй вăхăтĕнче ял ачисем çамрăкĕсем валли 6000 ытла радиопередача хатĕрлесе эфира кăларнă. Егор Васильевич кирек ăçта çитсен те хăй çинчен ырă ят кăна хăварнă.
Т.СЕРГЕЕВ, истори наукисен докторĕ.