22 июня 2011 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 70-71 "").
Çав çулсенче район хаçачĕ çамрăк авторсене - каярахпа паллă ăсчах, истори наукисен докторĕ пулса тăнă В.Ф.Каховские (Атнаш), ялкортан тата ялти учительтен сумлă философ таран ÿснĕ А.С.Вишнякова (Малти Питтикасси) пирвайхи пултарулăх утăмĕсем тума пулăшнă. Вишняков кÿршĕ ялти, Вăрман Енĕшри, шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ хыççăн Кĕçĕн Кипекре (Вăрнар районĕ) 7 класс пĕтернĕ, унтан Канашри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. "Педтехникумра вĕреннĕ, каярахпа шкулта ĕçленĕ чухне эпĕ район тата республика хаçачĕсене, центрти "Учительская газета" хаçата тăтăшах çырса тăнă", - çырать хăйĕн асилĕвĕсенче А.С.Вишняков. 1935 çулта вăл республикăри "Красная Чувашия" (халĕ "Советская Чувашия") хаçат редакцине ĕçе вырнаçнă. Çулталăкран Ленинградри журналистика институтне вĕренме кĕрет, унта диплом илсен ТАСС редакторĕнче ĕçлет. 1941 çулта çирĕмри журналиста "Красная Чувашия" хаçат редакторне çирĕплетеççĕ.
1951 çулта КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи общество наукисен Академийĕнчен вĕренсе тухсассăн А.С. Вишняков "Правда" хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçленĕ, унтан ăна "Политическое самообразование" журнал редакцине куçараççĕ. Пĕтĕм Союзри журналта вăл 1956 çулччен пай редакторĕнче, тĕп редактор заместителĕнче, 1961-1986 çулсенче вара тĕп редакторта вăй хурать.
Журналистикăра тарăннăн тимленипе пĕрлех Александр Степанович Вишняков наукăпа тĕпчев тата вĕрентÿ ĕçĕнче те ÿсĕмсем тунă. Вăл - философи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей вĕрентÿ Академийĕн член-корреспонденчĕ, унăн ятне Чăваш Республикинчи Ĕçри Мухтавпа Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕ Алексей Васильевич Орлов (Шăхасан) çур ĕмĕр ытла хаçатăн штатра тăман чи активлă корреспонденчĕсенчен пĕри пулнă. "Вăтăрмĕш çулсенче мана ял хуçалăхне коллективизациленĕ çĕре хутшăнма тÿр килчĕ, - аса илет вăл. - Çур акинче Шăхасанти "Хĕрлĕ Октябрь" колхозра агротехникăна сĕмсĕррĕн пăснă. Çакăн çинчен эпĕ райхаçата пĕчĕк заметка çыртăм. Хаçатра пичетленсен ăна артель правленийĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç, унта асăннă çитменлĕхсене пĕтерчĕç.
Çак ĕç ман асăмра тарăн вырнаçса юлчĕ, эпĕ пичетри тĕрĕс сăмах, çирĕп алăри çивĕч калем мĕн тери пысăк вăй пулса тăнине чăннипе туйса илтĕм. Унтанпа хаçата тăтăшах çырса тăма пуçларăм - вулакана малта пыракан опытпа паллаштартăм, ĕçри çитменлĕхсемпе кĕрешрĕм, хамăн шухăш-туйăма уçса патăм. Район тата республика хаçачĕсенче эпĕ çырнă çĕршер заметкăпа статья пичетленсе тухрĕ, вĕсенчен чылайăшĕ вулакан чун-чĕрине хускатрĕ".
Вăхăт иртнĕçемĕн сарăхса тĕссĕрленнĕ хаçат подшивкисене уçсассăн хулара тата районта пилĕк çуллăх планĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни, çĕршывăн индустри аталанăвĕ, ялсенче колхозсем йĕркелени, хресчен хут пĕлменлĕхе пĕтерсе культурăн çĕнĕ шайне çĕкленни, хулара промышленность предприятийĕсем хута кайни çинчен вулатăн та, куç умне иртнĕ вăхăт историйĕ, кинохроника сыпăкĕ евĕр, яр уççăн тухса тăрать. Хаçат пурнăç таппипе чăннипех пĕр тан пынă. Парти райкомĕпе райсовет органĕ пулнă май, унăн страницисенче партипе комсомол ыйтăвĕсене, вырăнти совет органĕсен ĕç-хĕлне çутатма вырăн нумай уйăрнă. Хаçатăн кашни номерĕнчех пĕтĕм тĕнчери пулăмсене сăнлакан материалсем пичетленнĕ, вĕсем вулакана кăсăклантарнă, ăна тавра курăма ÿстерме, культура тĕлĕшĕнчен ăс-тăн шайне пуянлатма пулăшнă.
"Сăмаха хулапа ялсен нумай енлĕ пурнăçне çутатса паракан, общество шухăш-туйăмне палăртакан хаçат çинчен тапратсан, унпа çирĕплетнĕ туслăх ялан ырă та интереслĕ самантсем кÿнине палăртас килет, - çапла çырать Канашри педучилище преподавателĕ И.Ф.Юрин ("Коммунизмшăн" 109 ", 06.07.1971). - Эпĕ "Социализмшăн" хаçатпа 1937 çулта паллашнă. Унăн майăн 16-мĕшĕнчи номерĕнче манăн пĕрремĕш фельетон "Укçа юратакан туссем" ятпа пичетленсе тухрĕ. Унта пĕр колхоз председательне хуçалăх укçи-тенкине хăй кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕшĕн критикленĕччĕ. Фельетон тăрăх прокуратура тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çитменлĕхсене хирĕç пыракан кĕрешÿре эпĕ вырăнти пичет вăйлă хĕç-пăшал пулнине курса ĕнентĕм. Унтанпа райхаçата çырсах тăтăм. Вăл мунча, суту-илÿ сечĕн ĕçĕсенчи кăлтăксем çинчен çырнă манăн фельетонсене, тин çырма пуçланă поэтсен сăввисен рецензине, "Пулас депутат" калава пичетлерĕ. Каярахпа та, дивизин "Боевое знамя" хаçачĕн литсотрудникĕ пулнă чухне, хамăрăн район хаçатне тăтăшах çырса тăтăм.
Вырăнти хаçатпа пуçласа тĕл пултăм та, çак пирвайхи курнăçу нумай çуллăха çирĕп туслăха куçрĕ. Çак туслăх мана пысăк усă кÿчĕ, çитменлĕхсене, кивĕ пурнăç юлашкисене хирĕç пĕрле вăй хурса кĕрешме, малта пыраканнине, çĕннине уçса пама пулăшрĕ".
Хаçатпа епле туслашни çинчен Степан Аслан "Пире хаçат ÿстерчĕ" тĕрленчĕкре çапларах аса илет: "Шкулта вĕреннĕ чухне мана кашни çулах стена хаçачĕн редколлегине суйлатчĕç. Çав редколлегисенче ĕçлениех мана каярахпа хаçат ĕçне юратма хăнăхтарчĕ пулмалла. Астăватăп-ха, Шăхасан шкулĕнче пире тăван чĕлхене вĕрентекен Ф.Тимофеев учитель хаçата заметкăсем çырма та хăнăхтаратчĕ. Лайăх çырнă хайлавсене районти "Социализмшăн" хаçат редакцине ярса паратчĕ. Пĕрле вĕренекен Фоминпа çырнă заметка 1933 çулта пичетленчĕ, вăл райхаçатра тухнă манăн пирвайхи хайлав пулчĕ.
Шăхасан шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, йывăр чирлесе выртнине пула, манăн малалла вĕренме кайма май пулмарĕ. Вара мана хамăр колхозра почтальонра ĕçлеме шанчĕç. Вăл вăхăтра эпĕ комсомолта тăраттăм, ялти общество ĕçне активлă хутшăнаттăм. Мĕн кăна туман-ши эпир ун чухне! Спектакльсем лартаттăмăр, пултарулăх каçĕсем ирттереттĕмĕр, хут пĕлмен çынсене вĕрентеттĕмĕр, стена хаçачĕ кăлараттăмăр, патшалăха тырă леçме "хĕрлĕ обозпа" каяттăмăр, çул-йĕр тума хутшăнаттăмăр, тĕрлĕ çитменлĕхсене пĕтерес е тăшманла хăтланакансемпе кĕрешес тĕллевпе çамрăксен "Çăмăл кавалери" отрядĕнче ĕçлеттĕмĕр - кичемленсе ларма вăхăт çукчĕ пирĕн. Хамăр тунă ĕçсем çинчен эпĕ малтан районти "Социализмшăн", каярахпа республикăри "Канаш", "Пионер сасси", "Çамрăк большевик" хаçатсене çырса тăма тытăнтăм. Часах мана хастар ялкорсен шутне кĕртрĕç. Çитменлĕхсем çинчен тĕрĕс те уççăн çырнăшăн хама юнаса хăратнипе мăшкăлласа кулнине те пайтах тÿссе ирттернĕ эпĕ. Хаçата çырма пур пĕрех пăрахмарăм.
1934 çулхи майăн 4-мĕшĕнче мана районти хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Ун чухне Константин Васильевич Петухов редактор, Александр Филиппович Каховский яваплă секретарь пулнă. Мана инструктор-массовик вырăнĕнче ĕçлеме хушрĕç.
Хаçата графикпа кăларса тăнипе пĕрлех политика кампанийĕсем тапхăрĕнче хуçалăхсене кайса пĕчĕк хаçатсем кăлараттăмăр. Вăрман хатĕрлевĕнче тата трахома чирĕпе кĕрешес ĕçре анлăн хутшăннăшăн пирĕн хаçата премисем панăччĕ.
Пирĕн редакци çумĕнче çулленех колхозсенчи стена хаçачĕн редакторĕсен куçăн мар курсĕсем ĕçлетчĕç. Ун чухне пичет активисчĕсенчен хăшĕ-пĕри хаçата ĕçлеме вырнаçрĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн хаçатра ĕçленĕ Константин Михайлович Кольцов (Анат Сурăм), Григорий Захарович Зайцев (Вăрăмпуç), Константин Демьянович Демьянов (Çĕнĕ Пĕршенер), Василий Смирнов-Йăваш (Вăтакас Татмăш), Александр Трофимович Языков (Çĕнĕ Ачча) малтан хастар ялкорсем пулнă. Çапла ĕнтĕ районти хаçат пире пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма пулăшрĕ".
1939 çулта райхаçат "Коммунизмшăн" ятпа тухма пуçланă. Вăл Канаш районĕнче колхоз йĕркеленĕвĕн юхăмне, уй-хирте тата фермăсенче малта пыракан опыта сарма, ял çыннисем хушшинче хут пĕлменлĕхе пĕтерме пысăк тÿпе хывнă.
(Малалли пулать).