22 июня 2011 г.
Халĕ, çулла, çут çанталăк ытарма çук илемĕпе антăхтарса ярать. Çын алли çав илеме пăсма хăймалла та мар пек. Çук çав, ку шухăша тĕпе хурса пурăнакансем сайрарах пек туйăнать паян. Картиш шăлса пуçтарăннă çÿп-çапа тислĕк купи çине мар, юхан шыв хĕррине кайса пăрахсан хăйсене тирпейлĕ хуçа пек туяççĕ-тĕр. Хĕлле урама пăрахнă ăпăр-тапăр юрпа хупланать те çуркунне юр кайса пĕтсен куç умне тухать, çулла вара вĕлтрен-курăк ăшне пулать те кĕркунне ÿсен-тăран хăрса çулçине тăксан каллех куç умĕнче. Çапла вара тасамарлăхран ниепле те хăпса пĕтме çук.
Кĕçнерни кун район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси ларăвĕнче 46 протокол пăхса тухрĕç. Çулталăк пуçланнăранпа вара пĕ-тĕмпе 162 протокола тишкернĕ. Вĕсене пурне те тавралăха тирпей-илем кÿмелли правилăна пăснă çынсем тĕлĕшпе çырнă: вуннăшне асăрхаттарнă, ыттисене штраф тÿлеттернĕ.
Ку хутĕнче ялсенчи урамсенче строительство материалĕсем тирпейсĕр выртнипе çыхăннă ыйту ытларах пулчĕ. Кирпĕчсене купаласа, кашта-пĕренесене пĕр вырăна пуçтарса хурсан никам та яваплăх çинчен аса илтермĕччĕ. Унсăр пуçне тата строительство хатĕрĕсем выртакан урамри çĕр лаптăкĕшĕн ял тăрăхĕн администрацийĕпе килĕшÿ туса аренда укçи тÿлемелле. Çулталăка. Пĕр тăваткал метр лаптăкшăн тÿлемелли хак пысăк мар. Ку тÿлеве çĕршĕн тÿлемелли налукпа пăтраштармалла мар. Атту комиссие килекенсем кун пек тÿлев çинчен пуçласа илтетпĕр теççĕ. Е чăнах та пĕлмеççĕ, е вырăнти пуçлăхсем юлхаврах ĕçлеççĕ.
"Пирĕн урамра кашни кил умĕнчех строительство материалĕсем выртаççĕ. Халь ман уншăн укçа тÿлемелле, кÿршĕсем мĕншĕн тÿлемеççĕ; Мана штраф параççĕ, вĕсене çук", – тет пĕр хĕрарăм. Пирĕн урамра вара никамсен тĕлĕнче те нимĕн те выртмасть. Строительство материалĕсем кил картинче е лупас хыçĕнче хăйсен вырăнĕсене тупнă. Хăйăр куписем те сапаланса выртмаççĕ. Урам хушши ем-ешĕл, варрипе тап-такăр çул. Кăçал хула ачисене те "чипсы", "кириешки" евĕр çимĕçсенчен юлакан çăтăр-çатăр хутаçсене урама пăрахма чартăмăр. "Куратăр-и, ачасем, пирĕн урамра мĕнле таса тата хитре. Конфет хутне, хутаç таврашне хăвăр та ан пăрахса çÿрĕр, ыттисене те калăр", – терĕмĕр те хальлĕхе нимĕн те курăнмасть-ха. Куçăхтарас марччĕ. Типĕ çанталăкра гаражра тăракан транспорт хатĕрĕсем çумăрта урам çăрма тухни кăна кăштах тарăхтарать.
Юраман вырăнта сутă тунăшăн пĕр çынна явап тыттарчĕç. Вăл хăйĕн машинипе Ямаша çĕр улми илсе пырса ăна сутма хăтланнă. Анчах ĕçе пуçăнса та ĕлкĕреймен – участковăй çитсе тăнă.
И.МИРОВА.