АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – пурнăç пахалăхне лайăхлатасси

22 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн XVII отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.

Унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, партин Генеральнăй канашĕн секретарĕн çумĕ Константин Косачев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Бударин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов тата ыттисем хутшăнчĕç. Делегатсем партин регионти уйрăмĕн тăватă çулти – 2007 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи çĕртме уйăхĕчченхи – ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Асăннă тапхăрти ĕç-хĕл çинчен регионри политика канашĕн секретарĕ Михаил Михайловский каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕнче 30500 çын. Юлашки тăватă çулта вĕсен йышĕ 8 пин ÿснĕ. Çапах хăшĕ-пĕри парти ретĕнчен хăй ирĕкĕпе е тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлайманран тухать. Çакă, паллах, ертÿлĕхе самаях шухăшлаттарать. Паянхи кун "Пĕрлĕхлĕ Раççей" йышĕнче – рабочисемпе хресченсем, интеллегенци представителĕсем, тĕрлĕ министерство-ведомство ертÿçисем, çамрăксем, ветерансем... Тĕслĕхрен, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсенчен 99 проценчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен 75 проценчĕ шăпах çак партие суйласа илнĕ. Парти лидерĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе Пĕтĕм Раççейри Халăх фронтне йĕркеленĕ хыççăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" общество организацийĕсемпе, халăхăн тĕрлĕ сийĕпе уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлет. Чăваш Енрен Халăх Фрончĕн координаци канашне 21 организаци кĕнĕ: профсоюзсен организацийĕсен "Чăвашрессовпроф" пĕрлешĕвĕ, республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Суту-илÿпе промышленноç палати, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен "Аккор" ассоциацийĕ, Раççей пенсионерĕсен, Афганистан ветеранĕсен союзĕн регион уйрăмĕсем тата ыттисем.

Михаил Михайловский парти хастарĕсем тĕнчери экономика кризисĕн тата ун хыççăнхи тапхăрти йывăрлăхсене çĕнтерес енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ.

Конференцире тухса калаçакансем пурте тенĕ пекех çывхарса килекен суйлав кампанийĕ – РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем – пирки сăмах пуçарчĕç. Константин Косачев вăл малтанхисенчен кăткăсрах пулассине систерчĕ. Пĕрремĕш сăлтавĕ – çынсем татăклă улшăнусем кĕтни. Иккĕмĕш – çĕнĕ информаци технологийĕсем халăх шухăшлавне витĕм кÿни. "Паллах, юлашки вунă çулта эпир, çĕршыв пек, аванрах пурăнма пуçларăмăр. Анчах çакă пирĕн йăлтах лайăх пулнине пĕлтермест. Пирĕн халĕччен мĕн тунинчен тата ытларах пурнăçа кĕртмелле", – терĕ Константин Косачев.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев партин хăйне тиркевлĕ куçпа та пăхмаллине каларĕ. Пĕр вырăнта чарăнса тăни лайăххи патне илсе çитермест-çке. "Эпир пурте пĕрлехи ĕç тăватпăр, вăл республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă", – терĕ Михаил Васильевич. Вăл Чăваш Ен бюджетĕнче социаллă ыйтусем валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрма палăртнине те асăнчĕ. Унтан кăçалхи макроэкономика кăтартăвĕсем лайăх еннелле улшăнса пыни çинче чарăнса тăчĕ. "Конференцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пирĕн граждансене канăçсăрлантаракан йывăрлăхсене сÿтсе явасси пулмалла. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем, ĕçсĕрлĕх, хаксем ÿсни, инфляци, алкоголизм, наркомани. Пирĕн пĕрлехи ĕç чи малтан вĕсене татса парассипе çыхăнтăр. Паянхи форум пирĕн хальхи лару-тăрăва тишкерме, малашнехи аталану стратегине хатĕрлеме май парать", – палăртрĕ республика ертÿçи.

Конференцире партин регионри политика канашĕн, унăн Президиумĕн тата тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене суйларĕç. Регионри политика канашĕн секретарĕшĕн те сасăларĕç, ку хутĕнче те Михаил Михайловский çĕнтерчĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн XII съезчĕ иртмелле. Делегатсем çак мероприятие мĕнле хатĕрленнине те сÿтсе яврĕç. Конференцин иккĕмĕш тапхăрĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлав кампанийĕ пуçланни çинчен официаллă майпа пĕлтерсен иртĕ.

И. КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика