17 июня 2011 г.
Вут-çулăм этемшĕн тус та, тăшман та. Унсăрăн апат та пĕçереймĕн, авалах вăл çынна сивĕрен хăтарнă, кил-çурта çутатнă, ăшăтнă. Анчах вăл пулăшу çеç мар, тавăрайми инкек те кÿрет. Унпа тĕрĕс усă курмасан вăл пĕтĕм пурлăха та, этем пурнăçне те пĕтерме пултарать.
Пушар тухассин сăлтавĕсем нумай, анчах çын айăпĕ вĕсенчен чи пысăкки.
Чрезвычайлă лару-тăру министерстви (МЧС) пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна Раççейре пушар алхасакан лаптăк анлăшĕ 617766,29 гектар, пĕлтĕрхинчен 2,88 хут ÿснĕ. Хăрушă цифрăсем! Çулăмпа кĕрешме пĕлмелле, анчах асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест.
МЧС пуçлăхĕ Сергей Шойгу каланă тăрăх кăçал Раççейре пушарсемпе кĕрешме 929,4 пин çын, 192 пин транспорт хатĕрĕ тата 90 самолет хатĕрленĕ. Анчах ку хăрушлăхран хăтарасси çинчен каламасть, кашни регион пушарпа кĕрешме хатĕр пулмалла. Паянхи куна Архангельск облаçĕ 95 проц., Якути – 82 проц., Красноярск – 75 проц., Ивановăпа Кострома облаçĕсем 72 проц. хатĕр маррине палăртрĕ министерство пуçлăхĕ.
Пушартан мĕнле сыхланмалла-ха; Çак ыйту пурне те пырса тивет.
Асра тытма
1. Енчен те эсир çулăм тухнине куртăр пулсан, ним кĕтмесĕр пушар сÿнтерекенсене шăнкăравлăр. Вĕсем хăвăрт килеймесен МЧСăн 8(495)449-99-99 хĕрÿ телефонĕпе шăнкăравлăр. Пушар сÿнтернĕ хыççăн çĕре тепĕр хут тĕрĕслесе пăхмалла. Çĕр типĕ е торф шăрши кăларать пулсан пушар çĕнĕрен пуçланасси инçе мар.
2. Тÿрех кÿршĕсене пĕлтерĕр. Пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе шыва çулăм тухнă вырăна илсе çитерĕр.
3. Пушара хăвăр аллăрпа сÿнтерме пултараймастăр пулсан туратсемпе, çĕтĕксемпе усă курмалла.
4. Пахчасене тирпейлĕ те таса тытмалла, çÿп-çап пулмалла мар, вăл та ытла хăвăрт çунать.
5. Пахча вăрман хĕрринче вырнаçнă пулсан сирĕн çурт еннелле туртăнакан йывăç тураттисене татмалла. Вăрмана сиен кÿни çинчен шухăшлатăр пулсан, пахчаран инçерех урăх йывăçсем кайса лартма пултаратăр.
6. Хăвăр лаптăкри электричество пралукĕсене тĕрĕслесех тăрăр, çакă та пушартан сыхланса юлма пулăшать.
7. Пушар техники валли çул пурри аван. Кÿлĕсемпе пĕвесем патне илсе çитерекен çулсем те юсавлă пулмалла.
Кил-çурта страхлани те пулăшать.
Хуçалăхри çуртсемпе хуралтăсене халь ирĕклĕ страхлаççĕ. Хăшĕсем ун пек япаласем çине алă сулаççĕ. Ку – тĕрĕс мар. Пĕтĕм пурлăха страхлани лайăхрах, пушар хыççăн организаци паракан укçа-тенкĕ чылайрах пулĕ. Тин çеç хăпартса лартнă çĕнĕ хуралтăсене те пушартан хăтармалла. Ун пек чухне пурлăха страхлакан организацие кайма ан ÿркенĕр.
Вăрман ытамĕнче лайăх, анчах асăрханулăх кирлĕ
Çу кунĕсенче çамрăксем вăрмана канма çÿреме питĕ юратаççĕ. Паллах уçă сывлăшра аван, анчах вут-çулăмпа та тимлĕ пулмалла.
1. Вутта типĕ курăк çинче, торфлă вырăнта, йывăçсем çумĕнче ан чĕртĕр. Çулăм çакăн йышши вырăнсенче часах хыпса илме пултарать.
2. Юнашар кÿлĕ çук пулсан хăвăрпа чылайрах шыв илсе килĕр.
3. Вут-çулăм патĕнче яланах кам та пулин пулмалла, пăтăрмахсем кашни çеккунтрах сиксе тухма пултараççĕ.
4. Хăвăр хыççăн тирпейлесе, тасатса хăварăр. Кĕленчесемпе ун катăкĕсене пăрахса ан хăварăр, вĕсем час-часах çунтаракан линза евĕр пулаççĕ.
Пĕчĕкренех пире атте-анне шăрпăкпа выляма хушман, асăрхаттарса тăнă. Ача çитĕнет, пурнăçĕшĕн хăй явап тытать. Çавăнпа та "хĕрлĕ автанпа" асăрхануллă пулмалла, вут-çулăм тухнăшăн çын айăплă ан пултăр.
Ф.СМИРНОВ.