17 июня 2011 г.
Çуллахи вăхăтра туристсем çул çÿревсене уйрăмах йышлă çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйсемпе пĕрле ачисене те илес килет. Раççей Федерацийĕ Украинăпа, Абхазипе, Кăнтăр Осетипе, Кăркăс Республикипе, Казахстан Республикипе тата Таджикистанпа тунă килĕшÿ тăрăх асăннă патшалăхсене канма каяс шутлă граждансен 14 çул тултарман ачасен гражданлăхне çирĕплетмелле. Ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăра гражданлăха палăртман пулсан, миграци службине пырса гражданлăха çыртармалла.
2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă ачан гражданлăхне ашшĕ е амăшĕ, е саккунлă представитель сăмах вĕççĕн ыйтсан та çав кунах лартса параççĕ. Ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕн миграци службин вырăнти уйрăмне хăйсен паспорчĕсене тата ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна илсе пымалла.
2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен çуралнă ачан гражданлăхне палăртма ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕн заявлени çырмалла. Миграци службин вырăнти уйрăмне ача çуралнине ĕнентерекен документа, ашшĕ-амăшĕн гражданлăх пуррине çирĕплетекен сведение паспорт тăратмалла. Кун пек чухне ача гражданлăхне палăртакан документа 10 кунлăх срокра хатĕрлеççĕ.
Л.ПОГАЙДАК, миграци службин вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ.