АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛЕКНĔ

17 июня 2011 г.

Ултавăн ури кĕске

Пуш уйăхĕн пĕр кунĕнче 85 çулти кинемей пурăнакан çуртăн алăкĕнчен шакканă. Ватă çын уçнă, ун умĕнче икĕ пике тăнă. Пĕччен пурăнаканскер хăнасене хапăл пулнă. Хĕрсем хăйсемпе энергосбытра ĕçлетпĕр тесе паллаштарнă. Счетчик кăтартăвне çырса илме ыйтнă. Кинемей вĕсене тĕпелелле иртме сĕннĕ. Иккĕшĕ те ватăпа çепĕç, ăш пиллĕн калаçнă. Пикесем унăн шанăçне кĕрсе тăлăха юлнă салтак арăмĕсене çăмăллăхсем памалли çинчен çĕнĕ указ тухнă тесе тăнлантарнă. Светшăн, газшăн, çĕршĕн пурĕ те 4024 тенкĕ çеç парсан малашне вĕсемпе тÿлевсĕр усă курма пултаран тесе ĕнентернĕ. Ырă хыпар илтнипе хĕпĕртесе ÿкнĕ пенсионерка чĕнмен хăнасене 1100 тенкĕ кăларса тыттарнă. Çав самантра вăл юлашки укçине панине тĕшмĕртсе илнĕ. Пенсиччен пурăнма 100 тенкине каялла тавăрса пама ыйтнă. Хĕрхеннĕ пек кăтартса хĕрсем унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Ăшшăн сыв пуллашнă хĕрсемпе кинемей. Укçа сахал "ĕçлесе" илнипе кăмăлсăрланнă ултавçăсем пин тенкĕне туххăмрах тĕпленĕ: машина бакне бензинпа тултарнă, сигарет, сăра туяннă. Çапла майпах вĕсем Комсомольски, Тăвай, Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнче пурнăçĕсене пĕчченлĕхре ирттерекен ватăсене улталанă. Ямăтти пыра ларать тенĕ евĕр, пĕр кунхине çакскерсем пакунлисен аллине лекнĕ. Усал ĕç тунишĕн кулянман вĕсем, милици çыннисене çакланнишĕн чунĕсене ыраттарнă.

Ултавçă пикесем пирки уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсемпе следователь калаçать.

Фактсем чăна тухман

Озерова Юдинана (хушамачĕсене улăштарнă) 500 тенкĕ тыттарса лавккана янă. Лешĕ пĕр пачка чей, 6 банка ĕне ашĕнчен хатĕрленĕ тушенка илсе килнĕ. Çак продуктсен упрамалли срокĕ тахçанах иртсе кайнă. Юлнă 300 тенкĕне Юдина кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ, ăна хуçине пама шутламан та. Ик эрне пек иртсен Озерова чирлесе ÿкнĕ, ăна пульницăна вырттарнă. Юдина çакăнпа усă курса унăн килне кĕрсе мăй çине çакмалли 45 пин тенкĕ тăракан хĕресе, кĕмĕл хăлха çакки тата ылтăнран тунă куçлă çĕрре, алла çыхмалли сехете çаклатса кайнă. Озерова хăйне çаратса кайни çинчен районăн шалти ĕçсен пайне хут çырса панă. Унта уголовлă ĕç пуçарассине хирĕçленĕ.

Озерова суд урлă юлнă 300 тенкĕне, вăрланă япаласене тавăрса пама хушнă. Юдина хăйне тавăç тăратнипе килĕшмен, Озерова унăн инкĕшĕ пулнине пĕлтернĕ. Милици çыннисем Юдинан айăпне палăртайман, мĕншĕн тесен ăна айăплама фактсем пулман. Озерова тăванне продуктсем туянма 500 тенкĕ паман, унăн ылтăн тата кĕмĕл изделисем нихăçан та пулман.

Суд Озерова ыйтнине тивĕçтермен.

Ямăтти илĕртнĕ

Каçал тăрăхĕнче пурăнакан бизнесмен чылай вăхăт командировкăра пулнă. Унтан ывăнса таврăннăскер банкоматран 43790 тенкĕ илнĕ те шăм-шакне чÿхеме Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна шыва кĕме пынă. Япалисемпе тумтирне, укçине тимĕр шкапăн ещĕкне хунă, ăна питĕрмелли уççине ячейка çăраççинчех хăварнă. Тимсĕрлĕх мар-и вара ку;

Кăштахран кунти бассейна Çĕрпÿ хулинчен час-час килекен пилĕк каччă кĕрсе тăнă. Вĕсенчен пĕри хăйĕн япалисене хурас шутпа бизнесмен ячейкине уçнă. Унта укçа выртнине курсан куçĕсем ялкăшма тытăннă. Çакăн çинчен юлташĕсене пĕлтернĕ. Лешсем "пĕлĕтрен татăлса аннă телейрен" пăрăнма хушман. Килĕшнĕ йĕкĕт вĕсемпе. Ячейкăри укçана рюкзакне персе чикнĕ те тусĕсенчен пĕрне тыттарнă. Хĕпĕртесе ÿкнĕ каччăсем тупрана çын куçĕ тĕлне пулман вырăна пытарнă хыççăн бассейна кĕнĕ. Шыва кĕнĕ чухне хайхи бизнесменпа та паллашма ĕлкĕрнĕ.

Инкек тÿснĕ арçын хуйхи çинчен милицие евитленĕ. Пакунлисем спорт комплексне килнине курсан Çĕрпÿ каччисем машина салонне кĕрсе ларнă та куçран çухалнă. Канаш районĕнчен тухсан бизнесмен укçине пĕр пек пайласа кĕсйисене персе чикнĕ. Анчах та ют укçапа ыр курайман вĕсем. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем шухă каччăсене ĕнсеренех ярса тытнă. Вăрланă укçана хуçине тавăрса пама тивнĕ вăрăсен. Следстви пырать.

Çак каччăсем пурте ытлă-çитлĕ пурăнакан çемьерен. Аслă тата вăтам пĕлÿпе специальность паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренеççĕ, унччен судпа айăпланман, иккĕшĕ – çул çитмен çамрăксем.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика