17 июня 2011 г.
Ачасен вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ каникул пĕчĕккĕн вăй илсех пырать. Шăпăрлансен çуллахи канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе районти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем йĕркеленĕ. Çакăн пек лагерь Шăхасан шкулĕнче те ĕçлет, вăл икĕ смена пырĕ. Шкулти лагерьпе клуб ĕçченĕсем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа "Ачалăх тĕнчин асамат кĕперĕ" ятпа уяв ирттертĕмĕр.
Вăтам шкулта музыка предметне ертсе пыракан Любовь Чернова тата хĕрачасен ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Çак уява тĕп хуларан хăнасем те килсе çитрĕç. Чăваш çыравçи Лидия Сарине ачасемпе тĕл пулма ятарласа килчĕ. Лидия Михайловна хăй çырнă сăвăсене вырăсла та, чăвашла та вуларĕ. Ачасем çыравçăн ачалăхĕпе, поэзири пултарулăх çул-йĕрĕ хăйĕн пуçламăшне ăçтан илнипе интересленчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Уяв ертÿçисем И.Петровăпа А.Денисова Л.Саринене творчествăра малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.
Уявра çавăн пекех "Космос тата эпĕ" Космонавтика çулталăкне халалланă ÿкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Унта пĕтĕмпе 55 ÿкерчĕк тăратнă.
"Ачалăх çĕршывĕ" фестивальре 15 шкултан килнĕ ачасем куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Шăхасанти хĕрачасен "Пайăрка" ташă ушкăнне тата "Форсаж" (О.Егорова), "Карапузы" (И.Крылова) ушкăнсене уйрăмах палăртса хăварас килет.
Çак кун уявра Карлсон пулни вара куракансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Вăл ачасене тупмалли юмахсен тупсăмĕсене туптарчĕ, тĕр-лĕ вăйă выляттарчĕ.
Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ В.Михайлова уяври конкурссене пĕтĕмлетсе ачасене саламларĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Çав кун мероприятие хутшăннă кашни ачана пылак парне парса хавхалантарнă.
Хальхи вăхăтра Шăхасанти культура çурчĕн ĕçченĕсем çывхарса килекен çамрăксен кунне уявлама хатĕрленеççĕ.
И.ПЕТРОВА, Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.