АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕршывсенчен килекенсем сахаланнă

17 июня 2011 г.

Раççей миграци службин районти уйрăмĕ кăçалхи пилĕк уйăхра пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта ют çĕршывсенчен килнĕ тата гражданлăхсăр 86 çынна миграци учетне илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çынсем ют патшалăхсенчен куçса килесси кăçал 11,4 процент чухлĕ чакнă. Район территорийĕнче пурăнакан мигрантсен пысăк пайĕ – никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕ-хĕнчи çĕршывсенчен куçса килнисем.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне ют çĕршывсенчен куçса килнĕ 40 çын вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан документпа пурăнать. Гражданлăхсăр çынсем çук.

Ют çĕршывран пирĕн района ĕçлеме килекенсем вырăнти ĕç рынокне нимĕнле витĕм те кÿмеççĕ, мĕншĕн тесен ют çĕршыв çыннисен пысăк пайĕ хуçалăхсенче хамăр тăрăхра пурăнакансем ĕçлеме килĕшмен йывăр условийĕсенче вăй хурать. Районта ĕçпе тивĕçтерекен пуçлăхсем пысăк квалификаци илнĕ ют çĕршыв çыннисене ĕçе чĕнмеççĕ.

Ют çĕршыв гражданĕсем куçса килессипе хальлĕхе пирĕн районта лару-тăру йĕркеллĕ. Ют патшалăх çыннисем тунă преступленисем пулман. Çапах та административлă йĕркене пăснă 11 тĕслĕх шута илнĕ. Явап тытнисен шучĕ 27,3 проц. ÿснĕ. Район территорийĕнчи ĕçлев йĕркине пăснă çынсем тĕлĕшпе административлă икĕ ĕç пăхса тухнă. Ют çĕршыв гражданне Раççей территорине кĕме чарма ыйтса икĕ представлени тăратнă.

Миграци службин районти уйрăмĕ шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле ют çĕршыв çыннисем саккуна еплерех пăхăнса пурăннине тĕрĕс-леме ятарлă операцисем ирттерет. Çавăн пек çынсем ĕçлекен учрежденисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çулталăк пуçланнăранпа миграци саккунне пăхăннине тĕрĕслеме 164 хутчен профилактика мероприятийĕ ирттернĕ. 1022 çынна Раççей гражданинĕн паспортне панă.

Административлă регламентпа пăхнă патшалăх пулăшăвĕсемпе çынсене тивĕçтерес тĕлĕшпе миграци служби çар комиссариачĕн вырăнти уйрăмĕсемпе, налук органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, статистика, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕсен управленийĕсемпе, суд приставĕсен службин подразделенийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Районти оперативлă лару-тăрăва тишкерсе çакна палăртма пулать: миграци учетне илнĕ ют çĕршыв гражданĕсен тата гражданлăхсăр çынсен шучĕ малашне сахалланса пымалла.

Л.ПОГАЙДАК, РФ миграци службин вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика