17 июня 2011 г.
Малтанхи утăмсем
Массăллă информаци хатĕрĕсем, çав шутра хаçатсемпе журналсем те, общество пурнăçĕнче яланах пысăк вырăн йышăннă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, паян Раççейре 3,6 пин хула-район хаçачĕ, çавăн пекех 7 пин область, край тата республика хаçачĕсем вулакансем патне саланаççĕ. Çак пичет прессин пĕтĕмĕшле пĕррелĕх тиражĕ 62 миллион экземпляртан иртет. Вырăнти хаçатсем халăхпа влаçа çыхăнтаракан, çĕршывра пулса иртекен реформăсем çинчен халăха вăхăтра та уççăн хыпарлакан, пурнăçри çĕнĕ ыйтусене çĕнĕлле шухăшласа тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума пулăшакан витĕмлĕ те пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе Канаш районĕнчи "Канаш ен" тата Канаш хулинчи "Канаш" хаçатсем хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Мĕнлерех-ха вĕсен историйĕ тата аталану çул-йĕрĕ;
Пĕтĕм Раççейри Ĕç тăвакан Тĕп Комитет (ВЦИК) Президиумĕн "Чăваш АССРне районсем çине пайласси çинчен" йышăнăвĕпе, ăна 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ, республикăра уессемпе вулăссене пăрахăçласа пурĕ 17 район йĕркеленĕ. Канаш районне ун чухне 143 ял кĕнĕ. Юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Советсен пĕрремĕш съезчĕ пухăннă, унта Канаш районĕн ĕç тăвакан комитетне суйланă. Унăн ертÿçи пулма Иван Васильевич Етрухина çирĕплетнĕ. Çав тапхăрта çĕршывра ял хуçалăхне коллективизацилес, промышленноçа индустрализацилес, культурăра çĕнĕ улшăнусем тăвас юхăм анлăн сарăлнă, çавăнпа та районта тин кăна йĕркеленнĕ партипе совет органĕсене ĕç çыннисене çĕршыв политикине, тĕллевĕсене пропагандăлама тата пурнăçа кĕртсе пыма, çĕнĕлĕхсемпе ырă тĕслĕхсене сарма, çитменлĕхсемпе кĕрешме хăйсен хаçачĕ кирлĕ пулнă.
1931 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Сотсиалисăмшăн" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 2000 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă. Вăл ВКП (б) райкомĕн, райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн пичет органĕ шутланнă. Ăна райкомра ĕçленĕ Григорьев (шел, ячĕ паллă мар), вăхăтлăха редактор тивĕçĕсене пурнăçланăскер, алă пусса кăларнă. Хаçат район ĕçченĕсене Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 11 çул çитнĕ ятпа саламланипе уçăлать. Ăна вырăсла çырнă. Пĕрремĕш страницăра вырнаçтарнă виçĕ материалтан çак событипе паллаштаракан ум статья пысăк вырăн йышăнать. Вăл та вырăсла, чăвашла куçарма пултаракан тупăнман ахăр.
Калас пулать, сăнавлă кăларăм пулнă ку, хаçатăн редактор та пулман. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче хаçатăн иккĕмĕш номерĕ кун çути курнă. Ăна яваплă редактор Сергей Станюков алă пуснă, вăл çак ĕçре 1932 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕччен вăй хунă. Хаçат тăватă страницăпа тухса тăнă, ăна Улатăр хулинчи типографире пичетленĕ. Сăмах май палăртса хăварам: ун чухне Улатăрти типографи республикăри полиграфи никĕсĕн шанчăклă сыпăкĕ пулнă, кунта чылай вăхăт хушши Пăрачкав, Йĕпреç, Кувакино районĕсен, Канаш тата Çĕмĕрле хулисен хаçачĕсене пичетленĕ.
Камсем пулнă-ха хаçатăн пирвайхи çыравçисем; Редакцире маларах асăннă С.К.Станюков редактор ертсе пынă пĕчĕк коллективра пурĕ пилĕк çын ĕçленĕ. Михаил Соколов пĕр вăхăтрах редактор çумĕ тата яваплă секретарь ĕçĕсене пурнăçланă. Василий Чернов редакцие килнĕ материалсене литература чĕлхипе якатса пичете хатĕрлесе панă. Аксен Михайлов - счетовод-кантурçăра, Анна Алексеева курьерта тăрăшнă. Çак йыш "вĕресе тăракан кулленхи пурнăçа" туллин çутатса тăнă, пĕрремĕш номертенех "Сотсиалисăмшăн" хаçат парти райкомĕн тата халăх депутачĕсен районти Совечĕн хастар пулăшаканĕ пулса тăнă. Хаçатра, тĕпрен илсен, Совет влаçне çирĕплетме, вак хуçалăхсене пĕрлештерме чĕнсе калакан материалсем тĕп вырăн йышăннă.
Вăтăрмĕш çулсенче хаçат сăн-сăпатне, вулакансене тивĕçтерессипе унти хайлавсен шайне малтанхи редактор С.Станюков, ун хыççăнхи М.Соколов, Н.Кузьмин, К.Петухов, А.Смирнов редакторсем палăртнă. Вĕсенчен кашнийĕ редакцире çулталăк ытларах е унтан та сахалрах ĕçленĕ. Редакторсем час-часах улшăнса тăни çав тапхăрта çĕршывра политика репрессийĕсем алхаснипе çыхăнман-ши; Текстра политика тĕлĕшĕнчен пĕр пĕчĕк йăнăш тунăшăн та ун чухне журналистсем "халăх тăшманĕсем" пулса тăнă вĕт.
Анчах кун пирки пирĕн нимĕнле хыпар та çук, эпир вара ним йăнăшмасăрах çакна çирĕплетсе калама пултаратпăр: район хаçачĕ çĕршывăн хăватлă аталану ăнтăлăвĕнче пĕр утăм кая юлмасăр çирĕппĕн малалла утнă. Çулсем иртнĕçем хаçат сăн-сăпачĕ, унăн тиражĕ, хайлавсен тематики улшăннă, анчах тĕп тĕллев - халăха пуян содержаниллĕ хыпарпа туллин тивĕçтересси тата вулаканпа кăмăллă та ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесе пырасси улшăнмасăр юлнă.
1936 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче хаçат хăйĕн пирвайхи юбилейне - пĕрремĕш номер пичетленсе тухнăранпа пилĕк çул çитнине - уявланă. Çак вăхăтра унăн 530 номерĕ кун çути курнă, вĕсенче тĕрлĕ темăпа çырнă 6 пин материал пичетленнĕ.
Ку тĕле хаçатçăсен чăн-чăн тусĕсем тата шанчăклă пулăшуçисем пулса тăнă ялкорсен активĕ чăмăртаннă. Паллă ĕнтĕ, хаçатăн авторсен активĕ мĕн чухлĕ анлăрах, общество корреспонденчĕсенчен мĕн чухлĕ нумайрах çыру килет, унăн страницисем çавăн чухлĕ интереслĕрех те пуянрах пулаççĕ. В.Пермяков (Шаккăл), А.Баранов (Çĕнĕ Ахпÿрт), И.Радиков (Çĕнĕ Шелттем), В.Гурьев (Анаткас Татмăш), И.Васильев (Кивĕ Шелттем), А.Орлов (Шăхасан), хаçатăн ытти тусĕсем редакцие çыру-хыпарсем тăтăшах ярса тăнă. ВКП (б) райкомĕн инструкторĕсем И.Григорьев, Г.Софронов хаçатпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Вулакансем хаçатра ĕçлекен К.Кольцов, Н.Илларионов, А.Андреев журналистсен çивĕч хайлавĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Акă, район хаçачĕн ялкорĕсен пархатарлă ĕçне палăртса, Аслă Мами ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкул директорĕ А.Терентьев "Ответлă та хисеплĕ" статьяра ("Коммунизмшăн" 72 ", 5.05. 1967 ç.) çапла çырнă: "Ялта колхозлă строй çĕнтерĕвĕшĕн пынă кĕрешÿре хаçат парти организацийĕн идейăллă çивĕч хĕç-пăшалĕ пулса тăчĕ. Эпир, ялкорсем, кулаксемпе вĕсен хÿрешкисен хура ĕçĕсене хаçат страницисенче тăрă шыв çине кăлараттăмăр. Кулаксем ялкорсене кураймастчĕç, тепĕр чухне вĕсене вĕлерни те пулнă. Вырăскас Пикшихри Федор Осипов ялкор-комсомолецăн пурнăçĕ çапла вăхăтсăр татăлчĕ".
1934 çулта Канашра вакунсем юсакан завод тума тытăнсан, хаçат ĕç çыннисене, уйрăмах çамрăксене, иккĕмĕш пилĕк çуллăхăн çак стройкине хастар хутшăнма чĕннĕ. 1937-1938 çулсенче Канашпа Шупашкар хушшинче чукун çул хывни çинчен те хаçат нумай çырнă. Ку чăннипех те комсомолецсемпе çамрăксен стройки пулнă. ВЛКСМ райкомĕн хушăвĕпе Сиккассинчи комсомол организацийĕн членĕсем пурте - 25 яшпа хĕр упраç - хăйсен секретарĕ В.Астахов ертсе пынипе республикăшăн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ магистраль строительствине хутшăннă.
Чăваш кĕнеке издательствинче ял хуçалăх литературин редакцийĕн аслă редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Владислав Игнатьев журналист (Кивĕ Ахпÿртрен) 1938 çулта Шаккăлти вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне "Социализмшăн" хаçата пуçласа заметка çырнине çапла аса илет: "Пирĕн ялти аслă конюх апата киле ăйăрпа таврăнатчĕ. Урампа пынă чухне ăйăрĕ кĕçĕнсе яратчĕ те çынсем конюх апата кайрĕ тетчĕç. Эпĕ вара райхаçата "Апат çиме те лашапа" ятлă заметка çырса ятăм. Заметка пичетленсе тухсанах аслă конюх апата çуран çÿреме пуçларĕ, колхоз председателĕ мана тав турĕ. Çакăн хыççăн шкул, колхоз пурнăçĕ çинчен хаçатра пĕрмаях пĕлтерсе тăтăм".
(Малалли пулать).