АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пир-авăр хакланать

17 июня 2011 г.

Тĕнчере çĕр мамăк "сив чирĕ" пуçланнă: "шурă ылтăн" хакĕ калама çук хакланса кайнă.

Лару-тăру иртнĕ çулах хĕрме пуçланă. Ази тăрăхĕнче çĕр мамăкĕ ăнса пулманран вăл тĕнчипех çитми пулнă. Çĕр мамăкĕн 40 процентне Китайра туса илеççĕ. Пĕлтĕр кунта çу тăршшĕпех çумăр çапса çунă, акнă лаптăкăн чылай пайĕ пĕтнĕ. Пакистанра та шыв тулнипе тухăç пулман. Çĕр мамăкĕ туса илессипе иккĕмĕш вырăнта тăракан Инди çĕршывĕн вара хăйĕн нуши – экспорт йывăрлăхĕ.

Хаксем тÿрех алхасса кайман. Тум çĕлекенсем кивĕ килĕшÿсемпе ĕçленĕ тапхăрта малтанхи чĕр тавар та çитнĕ. Анчах кăçалхи март уйăхĕнчен çĕр мамăкĕн хакĕ калама çук ÿссе кайнă. Сутăçăсем пĕр фунтшăн (454 грамшăн) 2627 доллар ыйтнă. Иртнĕ çулхинчен пилĕк хут ытларах! Америкăра граждан вăрçи вăхăтĕнче те (19-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче) хаксем кунашкал пысăк пулман.

Чăн та, май уйăхĕнче лару-тăру кăштах улшăннă. Çĕр мамăк фунчĕн хакĕ 1,45 доллар юлнă. Анчах ку та пир-авăр отраслĕнче пысăк хак шутланать.

Чи малтанах çĕр мамăкĕнчен тăвакан япаласем – аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, вырăн хатĕрĕ, джинс шăлавар, медицина пусми (вата, марля) – хакланнă. Шăпах Китайран, Турцирен килекен япаласен хакĕ ÿснĕ. Экспертсен шучĕпе чĕр тавар вăхăтлăха йÿнелнипе тумтир хакĕ чакасса кĕтмеллиех çук. Пир-авăр кăна 12 процент хакланнă. Çулталăк вĕçне хаксем 15 процент таранах хăпарма пултараççĕ.

Çакă пĕчĕк бизнеса та витĕм кÿрет. Мускавра пурăнакан Евгения Фаорина хăйĕн бизнесне шурă футболка çине хăй аллипе ÿкерчĕксем тунипе йĕркелесе янă. Юлашки çур çулта унăн хака вăтамран 100 тенкĕ хăпартма тивнĕ. "Футболкăна Китайран илетĕп. Юлашки вăхăтра пахалăхĕпе унчченхи пекех тавара чылай хаклăрах хакпа сĕнеççĕ, – тет вăл. – Хальлĕхе туянатăп-ха, анчах малалла та кунашкалах пулсан синтетика çине куçма тивет".

Тумтирпе суту-илÿ тăвакансен 40 проценчĕ те çак шухăшах çирĕплетет. Шăпах çавна пула ĕнтĕ май уйăхĕнче çĕр мамăк хакĕ кăштах чакнă. Анчах та синтетика çине куçнисем каялла паха пир-авăр çине куçасси иккĕлентерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика