17 июня 2011 г.
Кашни çулах çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши (1899-1922) вилнĕ куна асăнатпăр.
Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ скверта поэтăмăра халалласа лартнă палăк умне халăх чылай пухăнчĕ. Митингра ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов уçрĕ. Асăну кунне йăхташăмăрсем пурăнакан ытти çĕрте те ирттернине пĕлтерчĕ.
– Чи пахи – Çеçпĕле манманни. Енчен те Иван Яковлев, Константин Иванов, Ухсай Якковĕ, Петĕр Хусанкай, çавăн пекех Çеçпĕл Мишши тата ыттисем чĕртсе хăварнă кăвайт çунать пулсан – пирĕн халăх пурăнать-ха. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн хĕлхемĕ пирĕн чĕресенче малашне те хĕмлентĕрччĕ, – терĕ Валери Туркай сăвăç.
– Нумаях пулмасть "Хыпар" хаçатра Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем Остер хулинче – Çеçпĕл Мишшин вил тăпри çинче – пулнине вуларăм, – терĕ Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. – Юлашки вăхăтра унти ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Турист маршручĕ йĕркелени те, гимназие поэт ятне каялла тавăрас тесе тăрăшни те çав тери аван.
Митингра çавăн пекех Аристарх Дмитриев куçаруçă, Светлана Асамат сăвăç тата ыттисем сăмах каларĕç, Çеçпĕл Мишшине халалланă сăввисене вуларĕç.
Т.КРОТОВА.