АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çул иртсен

17 июня 2011 г.

Ун чухне Уçырма шкулĕнче сакăр çул вĕрентнĕ. Нумаях пулмасть çак шкултан 50 çул каялла вĕренсе тухнисем тĕл пулнă. Вăтăрăн пулнă вĕсем. Халĕ 16-шĕ пурăнать. Тăван шкула 9-ăн пынă. Чи аякран килни – Н.Кузнецова, вăл Коми Республикин çынни, 41 çул стройкăра крановщикра ĕçленĕ, пенсине тухнă. Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов Надежда Георгиевнăна чăваш эстрада юрăçин Алена Алексееван "Юрату парне" дискне асăнмалăх панă.

Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Иванова 1961 çулта вĕренсе тухнисене шкулта хăйне евĕрлĕ экскурси ирттернĕ. Хăнасене ку чухнехи вĕренÿ пÿлĕмĕсемпе, аваллăх тата А.С.Пушкин музейĕсемпе, спорт тата кĕрешÿ залĕсемпе, илемлĕх тата музыка класĕсемпе паллаштарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов ватăсене администраци çуртне чĕннĕ. Валерий Тимофеевич вĕсене компьютерпа сăн ÿкерчĕксем, видеоматериалсем кăтартнă.

Çур ĕмĕр каялла вĕренсе тухнисем хăйсене вĕрентнĕ педагогсене аса илнĕ, харпăр хăй илсе килнĕ ачалăхри сăн ÿкерчĕксемпе паллашнă. Тăраниччен калаçнă, аса илнĕ хыççăн тепĕр 5 çултан каллех тĕл пулма калаçса татăлнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика