АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн пысăк çитĕнĕвĕ

17 июня 2011 г.

Канаш районĕн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницин Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле врач практикин (çемье медицинин) уйрăмĕн врачĕ Л.Яковлева иртнĕ çул республикăри "Професси енчен чи лайăххисем" конкурсăн "Пĕтĕмĕшле практика врачĕсенчен (çемье врачĕсенчен) чи лайăххи" номинацийĕнче çĕнтернĕччĕ. Кăçал вара Любовь Анатольевна Раççейĕпех палăрчĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Çулталăк врачĕ" конкурсăн "Ялти чи лайăх врач" номинацийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ медицина учрежденийĕсен коллективĕсенче иртнĕ, регионти тапхăрта чи лайăххисене суйласа илнĕ, вĕсен материалĕсене конкурсăн тĕп комиссине ярса панă. Комисси составĕнче Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕсем, медицина наукисен академийĕн академикĕсем, малта пыракан медицина учрежденийĕсен тата наукăпа тĕпчев институчĕсен ертÿçисем пулнă. Конкурс çĕнтерÿçисене тата призерĕсене Дипломпа премие Н.И.Пирогов ячĕллĕ Нацин медицинăпа хирурги центрĕнче панă.

Л.Яковлева Катекри сакăр çул вĕренмелли шкулта, Канашри медицина училищинче, Дагестанри медицина институтĕнче вĕреннĕ. Район больницин Вăтакас Татмăшри участокĕнче врач-терапевтра ĕçленĕ. Вăл – квалификацин аслă категориллĕ специалисчĕ.

Любовь Анатольевнăна çĕнтерÿ тунă ятпа тата медицина ĕçченĕсен уявĕпе ĕçтешĕсем, ун патĕнче сывалакансем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем, юлташĕсем саламлаççĕ. Вĕсен çумне эпир те, хаçат тăвакансем, хушăнатпăр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика