АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун саккăрти хĕре бригада шанса панă

15 июня 2011 г.

Вăрçă пуçланнă çул П.Кузнецова вун саккăрта пулнă. Вăй питти арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Праскине бригадира лартнă. Колхоз ĕçĕсене вăл ватăсемпе, хĕрарăмсемпе, ачасемпе тунă. Тăвай районне окоп чавма, Кире поселокне вăрман касма кайнă. Кăвак çутла пуçласа мĕн çĕрлеччен ура çинче пулнă.

Вăрçă вĕçленсен Сухайкасси çамрăкне качча тухнă. Иван тесе чĕннĕ ăна. Вăл шурă финсемпе çапăçнă, 1943 çулта йывăр аманса яла таврăннă, инвалид пулса тăнă. Перасковья Никитична "Канашский" совхоз ферминче ĕçлеме пуçланă. Ĕне сунă, отпуска е чирлесе ÿкнĕ бригадирсене улăштарнă. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Кузнецовсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Юратнă ашшĕ-амăшне 7 мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем тăваттăн. Перасковья Никитичнăна Мария ятлă хĕрĕ пăхса тăрать. Вăл пулăшнипе ĕнтĕ çак йĕркесем çырăнчĕç.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика