15 июня 2011 г.
Вăрçă пуçланнă чухне вун пĕр çулта пулнă Ольга Васильевна Гаврилова. Ача чухне кирек хăш самант та ăс-тăнра магнитофон ленти çине çырăннă пек йĕрленсе юлать. Çавăнпа та çур ĕмĕр ытла каяллахи пурнăçа паян та лайăх астăвать. Ватă çынсен асĕнче вăрçă çулĕсем уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. Вăл вăхăтсене пăлханмасăр, куççульсĕр аса илеймеççĕ ватăсем.
Иртнĕ эрне тăршшĕпех çумăрлă кунсем тăчĕç. Çакăнпа усă курса Ольга Васильевна патне çитсе килме шутларăм. Хĕвеллĕ, типĕ çанталăкра ăна килте тытма çук: е сада çÿрет вăл, е пасара каять. Вашават та тарават, уçă чунлă Ульха кинемей. Кинемей тенĕрен ытла ватă карчăк пек ан курăнтăр вăл вулакана. Сакăр вун пĕр çул çинче пырать пулин те ăна сăнран та, кĕлеткерен те карчăк тесе калаймăн. Кун-çулĕ йывăр килнĕ пулин те Ольга Васильевна лайăх упранса юлнă. Куллен ĕçре пулни те пулăшать-тĕр. Çулла вăл кашни кунах садра. Йăрансене çум курăкран тасатать, хĕлле валли курăксем типĕтет. "Уçă сывлăшра ĕçлени кăмăла çĕклет", – тет.
Хам мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен Ульха аппа мана хăй çырса пынă асаилÿсен тетрадьне тыттарчĕ, иртнисене аса илсе калаçса ларчĕ.
– Анаткас Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Пирĕн çемье малтан асаттесем патĕнче пурăннă, атте виçĕ ачаллă пулсан тин уйрăлса тухнă. Хăйсем çурт лартиччен çын патĕнче те пурăнма тивнĕ. Асаттесене кулак тесе хĕсĕрлеме пуçласан вĕсен икĕ лашине таврашĕ-мĕнĕпех илсе тухса кайнă. Çурт пурине колхоз валли тырă кĕлечĕ тума салатса кайнă. Вара асаттесем колхоза кĕнĕ.
Çемьере асли пулнăран мана ĕç ытларах тивнĕ. Анне ача кÿми тĕртсе колхоз ĕçне çÿренĕ чухне мана ача пăхма илсе каятчĕ. Каярах, 7-8 çула çитсен, хăйпе пĕрле тырă выртаратчĕ, çум çумлама та кайнă. Атте вăрçăччен Шăхасана ĕçе çÿретчĕ, çăкăр-шушка пĕçерекен пулса ĕçленĕ вăл. Кун сиктерсе çуран 15 çухрăма Шăхасана кайса килнĕ. 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче атте фронта тухса кайрĕ. Пире кашнине йăта-йăта илсе хăй çумне чăмăртарĕ, çемьепе сывпуллашрĕ. Анне пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Пурнăç вара мана пур ĕçе те тума вĕрентрĕ.
Акана тухиччен колхозра пĕрлехи пуху туса çу каçипе ĕçлеме кама мĕнле лаша памаллине çирĕплететчĕç. Пирĕн аннене Буксир ятлă лашана паратчĕç. Ăна ирхине ут кĕтÿрен манăн кайса тытса килмеллеччĕ. Çав вăхăтра анне килти ĕçсене пуçтаратчĕ. Лашана илсе килнĕ чухне арçын ачасем ута чăпăрккапа çапатчĕç те вăл ĕрĕхсе кайса питĕ хытă чупатчĕ. Лаша çине утланса çÿренипе купарча кĕсенленсе каятчĕ...
Вăрçă вăхăтĕнче ача-пăча валли мĕнле кăна ĕç тупăнман-ши; Юр кайса пĕтсе çĕр типсен тамба çине çул тикĕслеме тухаттăмăр. Наçилккапа тăпра йăтаттăмăр. Унтан пĕвесем пĕвеленĕ çĕрте ĕçлеттĕмĕр. Колхоз пахчинче купăстапа помидор, кишĕр лартатчĕç те ирлĕ-каçлă шăварма çÿ-реттĕмĕр. Кашнине пай уйăрса панăран шăварма пĕвесене те хамăрăнах тумалла пулнă. Хĕлле фермăран кăларса купаланă тислĕке лавсем çине тиеттĕмĕр. Вăл вăхăтра лавсене лашасемпе, вăкăрсемпе турттарнă. Лашапа çÿресе курнă хам та. Утçи пуçлансан улăха утă çине кайнă. 13-14 çула çитсен çавапа утă çулнă. Утă вăхăчĕ иртсен пуса татма çÿренĕ. Колхоз кантăр акатчĕ те аçа кантăрне (пусине) суйлаттарнă.
Пирĕн ялăн Высоковка ялĕ патĕнче çĕр пурччĕ, тырă вырма унта çĕр выртмалла каяттăмăр. Тĕттĕм пуличченех ăмăртмалла выраттăмăр. Анне пире, ачасене: "Сывламасăр ĕçлĕр", – тетчĕ. Çĕр выртса выракансене пĕрер стакан пыл паратчĕç. Пире, шăпăрлансене, çавă та паха пулнă. Ман хыçран йăмăксем те çамрăклах ĕçе вĕреннĕ, – çăмха пек сÿтрĕлет О.Гаврилова асаилĕвĕ.
– 1945 çулта салтаксем вăрçăран таврăнма пуçларĕç. Пирĕн аттен вилнĕ хучĕ те пулин килмерĕ, хыпарсăр çухалчĕ. Кайсанах çырусем çырчĕ-ха вăл. Анне аттене мĕн виличченех кĕтрĕ. "Эх, çакăнта аçу килсе кĕрсенччĕ, ачисене курса савăнса пĕтереймĕччĕ", – тетчĕ пĕрмай.
1947 çулта пире вăрăсем çаратрĕç. Ыран Питрав тенĕ чухне картаран пĕр сурăх вăрласа кайрĕç. Каярахпа нÿхрепрен çĕр улмине, çусене чашăкĕпех, сĕтсене чĕреспе лараканнисене пушатса, кастрюльтисене савăчĕ-мĕнĕпех илсе кайнă. Лашапах пынă пулас та. Кĕркунне тепĕр сурăха вăрларĕç. Тепĕр эрнерен çунса кайрăмăр. Çири кĕпесемпе çеç юлтăмăр. Выльăхсене кÿршĕсем çăлса хăварчĕç. Колхоз тÿлевсĕр хĕл каçарса пачĕ. Çуртсăр тăрса юлнăскерсене асанне хăйсем патне илсе кайрĕ. Тăватă çемье пĕр пÿртре килĕштерсе пурăнтăмăр, пĕр-пĕрне нихăçан та сив сăмах каласа курман.
1950 çулта Канашра çу заводне тунă çĕре ĕçе кĕтĕм. Укçи пĕчĕкчĕ тата вăхăтра памастчĕç, вара чукун çул çине куçрăм. Çăпата хуçма та вĕрентĕм. 1951 çулхи январь пуçламăшĕнче ялтан 16 çын Мускав облаçĕнчи Талдомски районне торф кăларма тухса кайрăмăр. Вырăна çитсенех торф брикечĕсене вакунсем çине тиеттĕмĕр, çăва тухсан торф кăларнă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Хăнăхса çитиччен питĕ асаплантăмăр. Алăри кашăка çăвар патне çитерейместĕмĕр, пĕш-кĕнсен пĕр-пĕр япаларан тытмасăр тăма çукчĕ, хамăр çапах пĕр-пĕринчен кулаттăмăр. Кайран хăнăхрăмăр. Кĕркунне йывăр чирленипе пĕрремĕш партипе киле таврăнтăм. Аннепе йăмăк чукун çул хĕрринчен нуша урапи çине хурса туртса таврăнчĕç. Пĕр эрнере анне мана сыватса çын турĕ. Сывлăх самайланса çитсен каллех чукун çул çинче ĕçлеме тытăнтăм. 1957 çулта çемьелентĕм. Çак çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче тăрăшрăм. Хисеп хучĕ нумай, сăн ÿкерчĕк Хисеп хăми çинче чылай тăчĕ, хам ĕçлеме пăрахсан илсе печĕç пулĕ. "Ĕç ветеранĕ", ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн, тылри хастарлăхшăн панă медальсем пур. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕçе çÿренĕ пирки ачасене хуняçа нумай пăхрĕ. Питĕ лайăх çынччĕ.
Ывăлсем виççĕшĕ те салтака юрăхлă пулчĕç. Асли Польшăна, кĕçĕннисем – йĕкĕрешсем – Афганистана лекрĕç. Пĕрле кайса пĕрле килчĕç. Кĕçĕннисем салтакран таврăниччен кăшт маларах тĕлĕк куртăм. Çирĕп юман шатăр хуçăлса çул урлă ÿкрĕ. Вĕсем пограничниксем пулнă-ха та çул чикĕ, хуçăлнă юман манăн ывăлсенчен пĕри, чикĕ урлă каçнă чухне вĕлерчĕç ĕнтĕ тесе ниçта кайса кĕрейми кулянса çÿрерĕм. Юн кун курнă тĕлĕк пурнăçланать теççĕ-ха та. Эрне иртрĕ – нимĕнле усал хыпар та килмерĕ. Унччен те пулмарĕ – кÿршĕре пурăнакан арçын вилсе выртрĕ. Çавна пĕлтерчĕ ахăр. Ачамсем чиперех çаврăнса çитрĕç. Халĕ пурте Канашра пурăнаççĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Кинсем те питĕ лайăх манăн. Ывăлсем те, кинсем те, мăнуксем те хисеплеççĕ. Унтан лайăхраххи мĕн кирлĕ тата пире, ватăсене, – çакăн пек аса илчĕ хăйĕн кун-çулне Ульха аппа.
Паллах, пĕр Ольга Васильевна кăна тÿсмен вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа. Ашшĕсенчен пĕчĕклех тăрса юлнисем, вĕсем ачашланине нихăçан та туйса курманнисем, йывăр ĕçре пиçĕхнисем темĕн чухлех. Вĕсем пурте тенĕ пек çакăнта çырса кăтартнă ĕçсене тунă, хăшĕ-пĕрин кун-çулĕ темиçе хут та асаплăрах иртнĕ пулĕ. О.Гавриловăпа çыхăнтарнă пурнăçри самантсем сирĕн çинчен те çырнă пек туйăнччăр, тылпа ĕç ветеранĕсем.
И.ВЛАДИМИРОВА çырса илнĕ.