15 июня 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕ "Манăн çемье ачасен куçĕпе" ятпа ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ пулассси çинчен пĕлтернĕччĕ. Конкурса 64 ĕç тăратнă.
Нумаях пулмасть жюри çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Чи лайăх ÿкерчĕк – Сиккассинчи ача сачĕн воспитанникĕн Павлик Шоркинăн. Иккĕмĕш вырăнта – Пайкилтри Таня Павлова, виççĕмĕшĕнче – Ухманти Настя Федорова.
Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă фотоконкурса та пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕ – Хучел шкулĕнче вĕренекен Алеша Белков. Призерсем – Янкăлчри Ксюша Сергеева тата Хучелти Гриша Григорьев.
И.СЕРГЕЕВА.