15 июня 2011 г.
Сыснасен Африка чумин вирусне республикăна илсе килес хăрушлăх пысăклансах пырать. Хаçатăн иртнĕ пĕр номерĕнче çак чире Чулхула облаçĕн Дзержинск хулинчи уйрăм хушма хуçалăхра тупса палăртни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ эпир. Халĕ нумаях пулмасть сыснасен африка чумин вирусĕн генетика материалне асăннă облаçăн Володарск районĕнчи Мулино ялĕнче тупнă. Хушма хуçалăхра кил хуçисем 28 сысна тытнă, ялта паянхи куна карантин хуçаланать. Унта Россельхознадзор Управленийĕн специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Малтанхи тĕрĕслев кăтартăвĕсем çапларах: кил хуçи хĕрарăмĕ çар чаçĕнче повар пулса тимлет, ĕç вырăнĕнчен кÿрсе килнĕ апат юлашкисем сыснасене çак хăрушă вируспа чирлеттерме пултарнă-мĕн.
Чăваш Енре те сысна усракансем сахал мар. Чылайăшĕ, тен, çак чир çинчен пуçласа илтет. Çавăнпа та сыснасен Африка чумин вирусĕ çинчен тĕплĕнрех районти тĕп ветврача А.Степанова каласа кăтартма ыйтрăмăр.
– Сыснасен Африка чуми – сарăлакан чир, унпа килти тата хир сыснисем аптăраççĕ. Вирус çурасене те, çитĕнсе çитнĕ выльăха та тиркемест. Сыватма май çуккипе вĕсем пурте вилеççĕ. Сыснасен Африка чумин вирусĕ температура улшăннинчен "хăрамасть", кунта аша типĕтнине, шăнтнине кĕртме пулать. Аш пăсăлса çĕрме тытăнсан та унта пĕр чăрмавсăрах упранать вăл. Вирус "ĕмĕрĕ" аш-какайра 5-6 уйăх таран тăсăлма пултарать.
– Чир епле майпа сарăлать;
– Çак инфекцие чирлĕ тата вилнĕ сыснасем сараççĕ. Чирлесе ирттернĕ сыснасем вируса чылай вăхăт хушши "йăтса" çÿрекенĕсем пулса тăраççĕ. Сывă выльăха инфекци чирлисемпе хутшăнăва кĕрсен ерет (суранлатнă лăймака сий, ÿт тата сывлав çулĕсем урлă). Вирус çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх апачĕ урлă, аш, ашран хатĕрленĕ апат, юн, каяш, выльăха пăхакан савăт-сапа тата ытти хатĕр урлă та лекет. Сыснасен Африка чумине чылай чухне чирлĕ выльăх çинче пулнă хурт-кăпшанкă тата пыйтă таврашĕсем те сарма "пулăшаççĕ".
Вирус ерсен сыснан ÿт температури 41,5 - 42 градус таран хăпарса каять. Вăл апат çими пулать, тăтăшах шыв ĕçет, чĕкĕрме тытăнать (хăш-пĕр чухне каяшĕ юнлă). Пĕтĕ амасем хырăм пăрахаççĕ. Чирлĕ сысна сăмсинчен юн каять, нерв тытăмĕ пăсăлать. Хырăмĕ, хăлхи тата ытти тĕлти ÿт хура-хĕрлĕ лаптăксемпе витĕнет, çак пăнчăсем вĕсем çине пуссан та шуралмаççĕ. Тепĕр 7-10 кунтан выльăх вилет.
– Сыснасене çак вирусран сыватма пулать-и;
– Сыснасен Африка чуминчен сыватмалли меслет паянхи куна çук, вирус тупăнсан сыснасем пуçĕпех вилсе пĕтеççĕ. Çынна тата ытти выльăх-чĕрлĕхе çак инфекци сиен кÿмест. Анчах та экономикăна самаях хавшатма пултарать.
Сыватма май çуккипе эпизооти "вучахне" лекнĕ сыснасене пурне те çунтарса яраççĕ. Пĕрремĕш хăрушлăх зонине лекнĕ выльăхсене (ку таврари 20 км радиус таран) пусаççĕ. Иккĕмĕш хăрушлăх зонинче (эпизооти "вучахĕнчен" 150 км таран) ятарлă чару мероприятийĕсем кĕртеççĕ.
– Чире сарăлма парас мар тесен мĕн тумалла-ха;
– Чи малтанах, сысна фермисемпе комплекссене хупă режимпа ĕçлеттерме тытăнмалла. Тавралла 2 метр çÿллĕш карта тытса çавăрмалла, хапха тĕлĕнче дезбарьер вырнаçтармалла (унăн тăрри пулмалла, сивĕсенче ăна ăшăтса тăмалла).
Сыснасене уçăлтарма илсе тухмалла мар. Выльăх апатне, çитериччен, маларах вĕретсе илмелле. Сыснасене туяннă тата выльăх апачĕ илнĕ чухне ветеринарин ятарлă докуменчĕсем пулмалла. Выльăх хăйне иккĕленÿллĕ тытма пуçласан çийĕнчех ветспециалистсене пĕлтермелле. Сыснасен тата хир сыснисен ашне ветсанэкспертиза витĕр кăлармалла. Фермăсенчи сыснасене тăтăшах тĕрĕслеттерсе тăмалла. Унти пÿлĕмсене час-часах дезинфекцилемелле, йĕке хÿре тата шăши таврашĕсемпе кĕрешмелле. Тислĕке ятарлă вырăна хурса пымалла.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.