15 июня 2011 г.
Ĕлĕкрех чух кашни çемье çулталăкра пĕрре пĕтĕм тăванĕсене кĕреке хушшине пуçтарнă. Çавăнпа та вĕсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ. Халĕ вара атте-аннен пĕр тăванĕсен ывăл-хĕрне йĕркеллĕ пĕл-местпĕр, аякран лекекен хурăнташĕсем пирки сăмах та пулма пултараймасть – чылайăшĕшĕн вĕсем ют. Тăвансем пухăнса пĕрле савăнасси Ямашра пурăннă Стекловсен çемйинче те ырă йăлара пулнă. Юрлама-ташлама купăс кирлĕ. Вăл çуккипе ăна ял тăрăх шырама тивнĕ.
Пĕррехинче амăшĕ, Мария Ивановна, Свердловскра (халĕ Екатеринбург) çар училищинче вĕренекен ывăлĕ отпуска килсен çапла каланă:
– Юрик, эсĕ пысăк хулара вĕренетĕн, унта купăс сутаççех пуль ĕнтĕ. Пĕрне туянса кил-ха.
Юрий амăшĕн саккасне пурнăçланă. Каникула вăл купăспа çитнĕ. Кашниех хăйĕн ĕçĕпе саланса пĕтсен ултă çулти Володь купăс патне пынă. Ăна мĕнле калаттармаллине вăл куккăшĕсенчен асра тытса юлнă-ха. Шурă тÿмесем çине пусса вăл купăса тăсса янă. Лешĕ хĕпĕртенĕ евĕр илемлĕ сасă кăларнă. Арçын ачан пĕчĕк пÿрнисем каллех тÿмесем тăрăх чупнă. Хальхинче сасси тата хитререх тухнă. Килĕштерсе пăрахнă ĕçпе темиçе кун аппалансан Володь аптрамасть калама тытăннă. Шкула çÿреме пуçласан унăн пултарулăхĕ пушшех те аталанса кайнă. Кунта ăна пит нумай тÿмеллĕ купăс килĕшсе кайнă. Баян пулнă ĕнтĕ вăл. Уроксем хыççăн пушă класра питĕрĕнсе вăл çак инструмента нартлаттарнă. Тем вăхăтран ăна та хăйне итлеттерекен тунă.
Шкулта ирттерекен уявсене хастар хутшăннă Володь. Баян каланă, юрланă, ташланă. Çывăх юлташне Гена Зиновьева купăс туртма вĕрентнĕ. Алла аттестат илсен иккĕшĕ те музыка пĕлĕвĕ илес тĕллевпе Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищин оркестр уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Преподавательсенчен пĕри Володьăн ăсталăхне кура ăна юбилей каçĕсене çÿреме сĕннĕ: кăштах ĕçлесе илтĕр тенĕ ĕнтĕ вăл. Тăванне е тусне юбилей ячĕпе саламлама килнĕ халăха вăл юрлаттарса-ташлаттарса савăнтарнă. Хваттере каччă тулли кăмăлпа таврăннă: ара кĕсьери вак укçа çумне 30 тенкĕ хушăннă-иç. Училищĕре виçĕ çул ăс пухнă хыççăн Володьăна салтака илнĕ. Чаçри клуб заведующийĕ чăваш каччин баян калама ăста пулнине пĕлсен ăна хăйĕнчен хăпма паман. Пултарулăх коллективĕпе пĕрле тĕрлĕ çĕре концертпа илсе çÿренĕ.
Тăван Ямаша таврăнсан тин кăна салтак тумне хывнă çамрăка районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн концертмейстрĕ пулса ĕçлеме сĕннĕ. Хăйĕн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарма тĕв тунă çамрăк турткаланса тăман, тепĕр куннех чĕннĕ çĕре вĕçтернĕ. Чунне парса ĕçленĕ вăл хорпа. Коллектив районта, республикăра иртекен пултарулăх смотрĕсенче дипломсем, парнесем çĕнсе илме тытăннă. В.Стекловăн ăсталăхне районти ачасен музыка шкулĕн директорĕ В.Кузнецов та асăрханă. Часах Владимир ачасене баян каламашкăн вĕрентме пуçланă. Преподавательте вăл вунă çула яхăн тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа малтан Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин халăх инструменчĕсен уйрăмне, кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетне вĕренсе пĕтернĕ.
– Манăн воспитанниксенчен пĕри Н.Александрова музыкçăн çулне суйласа илни савăнтарать. Надежда Николаевна – çуралнă ялăмри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи. Ямаш халăхĕ хисеплет ăна, – хăпартланса пĕлтерчĕ Владимир Георгиевич.
2005 çулта район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ А.Никоноров Владимир Георгиевича хăй патне чĕнсе илсе халăх хорне таврăнма ыйтнă. Килĕшнĕ В.Стеклов юратнă ĕçе тепĕр хут кÿлĕнме. Кунта вăл концертмейстр та, хормейстр та, режиссер та. Районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорне, районти халăх хорне, "Ентешсем" ансамбле, ветерансен "Сÿнми вучах" фольклор ушкăнне ертсе пырать. Нумаях пулмасть "Ăраскал" фольклор ансамбльне çĕнĕрен чĕртсе ячĕ. "Ентешсем" республикăра та, ун тулашĕнче те паллă. Хăйĕн пултарулăхне ансамбль Тутарстанри Теччĕ районĕнче, Ульяновск облаçĕнче пĕрре мар кăтартнă. Шупашкара вара çулталăкне темиçе хутчен те кайса килет. Халăх хорĕ репертуарне пуянлатсах тăрать. Кашни çулах сцена çине çĕнĕ юрă-ташă сюитипе тухать. Çитĕнÿсем, паллах, çак коллективсен ертÿçи тăрăшнипе, хăйĕн ĕçне чĕререн парăннипе, юрра-кĕвве çав тери юратнипе пулаççĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăварам-ха, Владимир Георгиевич халăх хушшинче анлă сарăлнă кирек мĕнле музыка инструменчĕпе те калама пултарать. Клавишлисене те, сăмахран, пианинона е фортепьянона, парăнтаратех пулĕ.
В.Стеклов ансамбльсен коллективĕсене ăста ертсе пынипе вĕсен чапĕ те, пултарулăхĕ те ÿссех пырать. Вăл баян каланă чухне унăн пĕтĕм кĕлетки юрлать, ташлать тейĕн, чунĕ çунса-хĕмленсе тăрать, кирек камăн та хавхаланса юрлас, тапăртатса ташлас туйăмĕ вăранать, хăлхи çине упа пуснă çын та хăйне хитре саслă евĕр туять – сасăпах ĕнĕрлемесен те ăшĕнче шăрантаратех.
Владимир Георгиевичăн ĕçченлĕхне Шупашкарти Халăх пултарулăхĕн çурчĕн, культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе палăртнă. "Канашсем" ентешлĕх президиумĕ ăна ентешлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн чунтан-чĕререн тав тунă, ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата иксĕлми телей суннă.
Владимир Георгиевич калаçма ÿркенмест, сăмах шыраса кĕсье тĕпне хыпаламасть. Шÿтлеме юратать. Çакă вара ăна пурнăçра та, ĕçре те пулăшать.
В.АЧЧА.