АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк шывĕ пулăшать

15 июня 2011 г.

Юлашки вăхăтра эмелсем хакланса кайни çинчен тăтăшах илтме пулать. Нумайăшĕ халăх медицинипе усă курма тăрăшать. Тĕрлĕ курăк шывĕ пулăшни пирки хăлхана пĕрре мар кĕнĕччĕ-ха. Вĕсен усси çинчен выльăх тухтăрĕсем те сăмах хускатаççĕ. Тин кăна çут тĕнчене килнĕ пăрусене çирĕпленме тĕрлĕ курăк чейĕ усăлли çинчен "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх ферминче пĕлме тÿр килчĕ. Çакăн çинчен мана кунта чылай çул дояркăра ĕçлекен Г.Павлова каласа пачĕ.

Çамрăк пăрусем час-часах вар виттипе аптраççĕ. Галина Николаевна каланă тăрăх, пăрусене уйăха çитиччен пултрана, армутине, çурхи çĕмĕрт хуппине, пилеш курăкне, ама хупаххине хутăштарса вĕретнĕ чей ĕçтереççĕ. Çакă вара вар пăсăлнине ирттерсе яма пулăшать иккен. Унăн сăмахĕсене хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В.Егорова та, Чакаçри ветеринари участокĕн заведующийĕ Г.Илларионова та çирĕплетрĕç. Г.Павлова пĕрле ĕçлекен Е.Баскаковăпа Н.Афанасьевăна та ăшă сăмахсемпе асăнса хăварчĕ. Эпĕ пынă чухне вĕсем ĕçе çитейменччĕ-ха. Çавăнпа та фотоаппарат объективне Г.Павлова кăна лекрĕ.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика