15 июня 2011 г.
Акатуй уявĕн программине спорт ăмăртăвĕсене кĕртмесен вăл питех те кичем пулнă пулĕччĕ. Спорт вăййисен тĕсĕсем çуллен нумайланса, унта хутшăнакансем йышлăланса пыраççĕ. Кăçал та акатуйра спортпа интересленекенсем пĕчĕккинчен пуçласа ватти таранах хăйсен вăй-хал çирĕплĕхне тĕрĕс-лерĕç.
Район чемпионатĕнче мини-футболла выляса финала тухнă командăсем малти вырăнсене пайларĕç. Пĕрремĕш картлашка çине Сухайкасси ял тăрăхĕн футболисчĕсем хăпарчĕç, иккĕмĕш вырăнта Карăклă-1, виççĕмĕшĕнче Карăклă-2 командăсем.
Ача садне çÿрекенсем 60 метра чупса тата 100 метра велосипедпа ярăнса тупăшрĕç. Шăхасанти Р.Вурманчевăпа В.Варсонофьев чупса, А.Григорьевăпа (Вăтапуç) Д.Григорьев (Мăкăр) велосипедпа ăмăртса мала тухрĕç.
Дартс вăййисенче Д.Кириллова (Хучел) тата Ю.Иванов (Асхва) çĕнтерчĕç. Турник çинче туртăнассипе С.Иванов (Шаккăл) тата В.Федотов (Аслă Мами) вăйлăрах пулчĕç. Шашкăлла вылякансем хушшинче Н.Ивановпа (Атнаш) К.Скворцовăна çĕнтереекен пулмарĕ. Армспортра хăйсен виçе категорийĕсенче К.Тихонова (Чакаç), О.Игнатьева (Шуркасси), Н.Петров, А.Атласкин (Чакаç) пĕр-ремĕш вырăна йышăнчĕç. Кире спортĕнче хăйсен ушкăнĕсенче С.Иванов (Шаккăл), Э.Михайлов (Вăтакас Кипеч), Н.Петров (Чакаç), В.Филиппов (Янкăлч), А.Чернов (Чакаç), С.Яковлев (Вăтакас Кипеч), Т.Михайлова (Асхва), П.Петрушин (Карăклă) çĕнтерчĕç.
Çемьесен çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче Мăкăрти Патшинсен тата Хучелти Евлампьевсен çемйисем мала тухрĕç. Çăмăл атлетика эстафетинче Чакаç ял тăрăхĕн команди – пĕрремĕш, Энтриялĕн чупуçисем – иккĕмĕш, Вăтапуç тăрăхĕн – виççĕмĕш.
Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем питех те хĕрÿн вăй виçрĕç. Абсолютлă виçе категорийĕнче çĕнтернĕ Шăхасанти А.Даниловăна никам та çурăм çине хураймарĕ. Арçынсем хушшинче Асхвари А.Алексеев акатуйăн тĕп парнине – такана – çĕнсе илчĕ.
Юлан утçăсен ăмăртăвĕнче Асхвари Д.Степанов "Закройщик" лашапа чупса финиша иккĕмĕш çитрĕ. Унăн учĕ Патăрьел районĕнчи И.Ванюковăн "Пафос" ятлă лашине темиçе çеккунт çеç выляса ячĕ. Виççĕмĕш вырăнта Шупашкартан килнĕ "Хазар" ут, хуçи – В.Краснов. Ĕç лашисемпе ăмăртса Малтипиттикассинчи В.Дмитриев çĕнтерчĕ.
Мала тухнă спортсменсене пурне те хаклă парнепе хавхалантарчĕç, спонсор пулăшăвĕ панă çынсене ятран асăнчĕç.
И.МИРОВА.