15 июня 2011 г.
Районти культура тата кану учрежденийĕсенче ĕçлекенсен йăлана кĕнĕ семинарĕ унчченхинчен урăхларах пуçланчĕ.
Ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ Раççей кунĕ ячĕпе пысăках мар концерт лартса пачĕ. Вырăскас Пикшихри культура "вучахĕн" сцени çинче Тăван çĕршыв, вырăс хурăнĕсем, космоса парăнтаракансем, чăваш юррисем янăрарĕç. Вĕсене Евгенийпе Владимир Ивановсем, Валентина Борисова, Галина Кузнецова, Любовь Никифорова "Ентешсем" ансамбль шăрантарчĕç. Концерта ертсе пыракан Ольга Егоровăпа Галина Кузнецова Раççей çинчен хывнă сăвăсем вуларĕç, залра ларакансемпе патшалăх историйĕпе çы-хăннă викторина ирттерчĕç.
Уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров саламларĕ. "Иксĕлми Канаш ен çăлкуçĕсем" фестиваль çĕнтерÿçисене дипломсемпе наградăларĕ. Хорсем хушшинче районти культура ĕçченĕсен хорĕ (ертÿçи Владимир Стеклов) пĕрремĕш премие тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне – Сиккассинчи тата Энтриялĕнчи хорсем (ертÿçисем Роза Шоркинапа Александр Никоноров). Ансамбльсенчен чи лайăххисем – "Ентешсем" (районăн культура çурчĕ), "Асам" (Сиккасси), "Çăлкуç" (Çĕнĕ Чалкасси), "Шĕкĕр" (Çеçпĕл). Юрăçсем хушшинче малти виçĕ вырăна Сиккассинчи Алексей Мурзуков, Янкăлчри Евгений Козлов, Тăрăнти Николай Семенов йышăнчĕç. Ташлама ăста коллективсем – Сиккассинчи ачасен ÿнер шкулĕнчи "Савăнăç", ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕ çумĕнчи "Форсаж" тата Шуркассинчи культура çурчĕ çумĕнчи "Старт" ансамбльсем. Вĕсене Елена Дмитриева, Ольга Егорова, Татьяна Филиппова ертсе пыраççĕ. Чăваш халăх ташшисене ташлас, юррисене юрлас енĕпе Катекри "Шевле" (ертÿçи Иван Корытников), Шăхасанти "Шуçăм" (Виталий Дмитриев) тата Кăшнаруйĕнчи "Хĕлхем" (Николай Михайлов) фольклор коллективĕсем пултарулăхĕпе палăрнă. Константин Никоноров районăн ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче "Пирĕн район çыннисем – ăста алăллă вĕсем" курава йĕркеленĕ тата ăна ирттернĕ çĕре хастар хутшăннăшăн Сиккассинчи Светлана Петровăпа Наталия Шпаковăна тата Станислав Горшкова, Шаккăлти Светлана Алексеевăпа Ирина Уткинана, Энтриялĕнчи Нонна Сидоровăпа Светлана Дмитриевăна, Çеçпĕлти Галина Шадровăна, Аччари Анастасия Лазаревăпа Зинаида Никитинана, Пайкилтри Лариса Ивановăна, Атнашри Любовь Николаевăна район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ.
Театра юратакансен республикăри фестиваль конкурсĕ Канаш тăрăхĕшĕн ăнăçупа вĕçлен-нĕ. Сиккассинчи илемлĕх пултарулăх тата кану çурчĕ çумĕнчи драма коллективĕ, ăна Вячеслав Шпаков ертсе пырать, "Коллективпа кăтартнисенчен чи лайăххисем" номинацире "Çарăк" юмаха ку чухнехи пурнăçпа çыхăнтарса лартнăшăн диплома тивĕçнĕ. Районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çуртĕнчи халăх театрĕ Владимир Иванов режиссер ертсе пынипе "Дебют" номинацире палăрнă. Унăн "Çĕнĕ ĕмĕр мыскари" спектакле тÿресем лайăх хак панă. Çак коллектив та сиккассисем пекех Шупашкартан республикăри халăх пултарулăх çурчĕн дипломĕпе таврăннă.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявланă чухне Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра "Пĕрле эпир туслă çемье" IV фестивалĕн гала-концерчĕ пулать. Унта хутшăнма пирĕн районтан Сиккассинчи Мурзуковсен "Тарават" çемьепе тăванлăх ансамблĕ тивĕç пулнă. Коллектива республикăн тĕп уявĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартма паллă юрăç Алексей Мурзуков хатĕрленĕ. Ял артисчĕсенчен чи кĕçĕнни – София, вăл улттăра. Сакăр çулти Никитăн та сасси аван.
Ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн инноваципе методика пайĕн заведующийĕ Зоя Николаева культурăпа кану учрежденийĕн паспортне мĕнле йĕркепе илмеллине ăнлантарса пачĕ, малашне тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕ пулăшнипе культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăрас енĕпе конкурс иртет. Культура ĕçченĕсен тĕрлĕ хаçатра пичетленĕ материалĕсене чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çуртне тăратмалла. Виçĕ номинаци – культурăпа кану мероприятийĕсене сăнласси, клуб ĕçне йĕркеленĕ çĕре активлă хутшăнакансем çинчен каласа парасси, ялти паллă çынсем. Конкурса семинарта пĕтĕмлетеççĕ.Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе хаклă парнесем кĕтеççĕ.
В.АЧЧА.