10 июня 2011 г.
Канаш лесничествинче вăрман сыхлас енĕпе ĕçленĕ участокри патшалăх инспекторне, вăл çавăн пекех Вăрăмпуç ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕн депутачĕ те, суя актсем хатĕрленĕшĕн судпа айăпланă.
Следстви тĕпчевĕ çапларах: пĕлтĕр çурла уйăхĕнче лесничество вăрманта саккуна пăсса йывăç каснине тупса палăртнă, тăкакĕ тăхăр пин ытла тенкĕпе танлашнă. Çакă преступлени палли пуррине тÿрремĕнех çирĕплетет. Анчах та айăплисене тупса палăртса саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарас вырăнне вăрманçă икĕ суя акт хатĕрленĕ, унта вăл вырăнта пурăнакан икĕ çын йĕркене пăсса 4,720 тата 4,672 тенкĕлĕх йывăç каснине кăтартнă. Çакăн пек пысăках мар тăкак кÿни айăплисене административлă йĕркепе çеç явап тыттарма май парать.
Вăрман инспекторĕн хăтланăвĕ айăпсăр çынсене пĕтĕмпе 7 пин те 750 тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă. Преступлени тăвакана уголовлă йĕркепе вăхăтра явап тыттарман. Канаш районĕнчи суд ăна 1,5 çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă.
Çак уголовлă ĕçе Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпченĕ.
А.КСЕНОФОНТОВ, следователь.