10 июня 2011 г.
Юлашки вăхăтра районта тата хулара автомашинăсем хыпса илнĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç. Капот айĕнчен тĕтĕм е çулăм курăнсан чи малтанах мĕн тумалла-ха;
Руль умĕнче нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар, кирек епле улшăну та сире асăрханма хистĕ. Калăпăр салонра бензин е çуннă резина шăрши кĕрет. Çакă пĕр сăлтавсăрах мар, паллах, часах капот айĕнчен тĕтĕм тапса тухĕ е çулăм ялкăшма тытăнĕ.
Автомашина айне тăкăннă топливăна сÿнтерме огнетушителпе усă курăр, кăпăка е порошока айккинчен пуçласа çунакан вырăналла пĕрĕхтерĕр. Çулăм ялкăшни капот айĕнче курăнсан ăна кĕтесрен патакпа е монтировкăпа асăрханса çĕклĕр, унсăрăн çулăм "чĕлхи" сире те сиенлетес хăрушлăх пур. Огнетушителе çунакан вырăна тĕллĕр, çулăм çине брезент витсе хурăр, хăйăр, тăпра, юр е шыв сапăр, анчах та алăсем, тумтир бензинпа е маслопа варăланнă пулсан çунакан вырăна çывăха та ан пырăр.
Енчен те çунакан автомашинăна сÿнтерме май килмерĕ пулсан çав вырăнтан аяккарах пăрăнăр, топливо бакĕ çурăлас хăрушлăх пур. Çунакан автомашина салонне ларса ăна тапратма ан хăтланăр, çакă питĕ хăрушă.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитиччен çывăхра ларакан автомашинăсене аяккарах куçарса хума тăрăшăр. Çунакан автомашина салонĕнче çын пулсан ăна унтан хăвăрттăн кăларăр, çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнсе илĕр. Пушара сÿнтерсен инкек çинчен вырăнти ГИБДД уйрăмне шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Л.ШАРОНИНА, 15-мĕш ПЧ инженерĕ.