10 июня 2011 г.
Çак пăтăрмахлă ĕç-пуç 2010 çулхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Сиккасси ялĕнче пулса иртнĕ. Пĕр енчен пăхсан вăл, кулăшла та пек, тепĕр енчен, чуна ыраттарать. Преступлени сăлтавĕ – инкек тÿсекенпе айăпланакан иккĕшĕ те ĕçкĕпе туслă пулнинче. Мĕн ачаран пĕрле ÿснĕ кÿршĕсем апатне те пĕрлех çинĕ, эрехне те пĕрлех ĕçнĕ, анчах ÿсĕр пуç юлташсене шар кăтартнă.
Ноябрь пуçламăшĕн пĕр кунĕнче Васильев çичĕ уйăхри тихана тутарсене сутнă. Ăна машина çине тиесе яма юнашарта пурăнакан Петров пулăшнă. Тутарсем кайсанах урам тепĕр енче пурăнакан Иванов вĕçтерсе çитнĕ. Тихашăн тавар туянакансем хуçине 14 пин тенкĕ укçа тата çур литр шурă эрех тыттарнă. Лаша сутни пысăк ĕç туниех – паллă тумалла. Çак тĕллевпе виçĕ юлташ Васильевсем патне кĕрсе çур литр пушатнă, анчах ку сахал пек туйăннă. Вара ял варринче вырнаçнă "Перекресток" лавккана çул тытнă. Алăра укçа нумаййипе усă курса ĕçмелли, çимелли çителĕклех туяннă. Каллех Васильевсем патне çул тытнă. Туяннă эрех кĕленчине пушатнă хыççăн Петровпа Иванов унтах çĕр каçнă. Халĕ йĕрки çапла пулса кайрĕ-çке-ха: ĕçме кăмăллакансем пĕрле пуçтарăнаççĕ те пĕр-пĕрин килне сукмак такăрлатаççĕ. Пĕринче май килмесен е тустарса кăларса ярсан тепĕр çĕре пухăнса ĕçеççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ.
Кусем те çаплах тунă. Ирпе вăрансан мухмăр чĕртнĕ. Унтан Васильев юлнă 12 пин тенкине пытарас шутпа юлташĕсене урама тухма ыйтнă. Лешсем тухсан укçана пÿртре ларакан газ баллонĕ айне чиксе хунă. Татах эрех туяннă, ĕçнĕ. Иванов тепĕр каçа та Васильев патĕнче ирттернĕ. Тепĕр кунне вăл ирех вăраннă та баллон айĕнчи укçана кăларса илнĕ, пĕр сас-чÿ тумасăр тухса шăвăннă. Васильев ним туйми çывăрнă вăхăтра Иванов Канашра пулнă ĕнтĕ. Çула май вăл хăйсен ялĕнчи пĕр магазина кĕрсе ĕçмелли-çимелли туяннă, такси чĕнсе илнĕ те хулана вĕçтернĕ. Икĕ сыпăкри пиччĕшĕ патне кĕрсе "уява" малалла тăснă. Икĕ талăк шăварăннă вĕсем эрехпе.
Васильев вăрансан анкă-минкĕленнĕ пуçне лăплантарма эрех туянас ĕмĕтпе баллон айĕнчен укçа илме шутланă. Çĕклесе пăхнă та – унта пĕр пус та çук.
Кÿршĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăр пурăнаймаççĕ. Иванов Канашран яла такси тытсах таврăннă. Васильев ăна вăрланă укçине тавăрса пама тем пек ыйтсан та лешĕ кĕсйинчен мĕн пурĕ те 350 тенкĕ кăна кăларса пама пултарнă. Урăх юлман. Эрехе ытараймасăр мĕн чухлĕ укçана çилпе вĕçтернĕ икĕ тус.
С.НИКИТИНА, следователь.