10 июня 2011 г.
Пыйтă урлă чума тата йĕке хÿре тифĕ сарăлма пултарать. XII-XIV ĕмĕрсенче, сăмахран, Европа хулисенчи халăхăн 80 проценчĕ чумапа чирлесе вилнĕ. Тĕнчере çак амакăн тымарне тĕппипех кăкласа пĕтереймен. Йĕке хÿре урлă куçакан чире пула та çынсем çут тĕнчерен уйрăлаççĕ.
Пĕлтĕр Чăваш Республикинче педикулезпа чирлĕ 476 çынна шута илнĕ.
Пыйтă ытларах чухне таса марлăхра аталанать, унтан теприне ерет. Ăна мĕнле пĕтермелле-ши; Çакăн тавра ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врачĕсемпе Диана Григорьевăпа тата Лидия Русановăпа калаçрăмăр.
– Пыйтă – вĕтĕ тата çунатсăр хурт-кăпшанкă. Вăл тĕкре, çÿçре, çи-пуç хуçлакĕнче, кайăк е чĕрчун йăвинче вырăн тупать. Кушак, йытă, йĕке хÿре, шăши, этем пыйти уйрăмах анлă сарăлнă. Ама 3-15 çăмарта таран хывать. 10-30 кунран пыйтă çăмартаран тухса хăй тĕллĕн пурăнма пуçлать. Килте, сăмахран, урай çунă хыççăн нÿрек витĕмĕпе пыйтă ÿсет.
Пыйтă юн ĕммесĕр темиçе уйăх пурăнма пултарать. Унăн ĕмĕрĕ 3 уйăхран пуçласа çулталăк çурă таранччен тăсăлать.
Вилĕ организм ÿчĕ çинчен пыйтă 1-4 сехет хушшинче тарать, хăтлă урăх вырăн шырама пуçлать.
Кушак пыйти тĕслĕх-рен, кавир çинче те пурăнать. Куçа курăнманскер вăтăр сантиметр таран сикет. Вăл çынна та çыртать. Çавна пула аллерги, дерматит пуçланас хăрушлăх пур.
– Пыйтăпа кĕрешме ятарлă шампунь е порошок пур-и;
– Урай çунă чухне шыва супăнь е кĕпе-йĕм çумалли порошок хушмалла. Килти чĕрчуна зоошампуньпе е инсектицидлă супăньпе çуни пыйтă ересрен сыхлать. Пыйтă иленнĕ пÿлĕме кашни 2 эрнере 2-3 хутчен инсектицидсемпе, пиретроидсемпе тасатмалла. "Дельтаметрин", "Перметрин", "Циперметрин", "Ламбда-цигалотрин", "Пропоксур" ятлисем уйрăмах хăватлă. Аэрозольпе те усă курма пулать, анчах унăн витĕмĕ пĕчĕкрех.
Этем пыйтине пĕтерме педикулицидлă препаратсем пулăшаççĕ. Вĕсем – "Медифокс", "Ниттифор", "Веда". Унсăр пуçне кĕпе-йĕме вĕретни, вĕри утюгпа якатни ытлашши пулмĕ.
Инсектицидлă мăй çыххи те йытта пыйтă ересрен сыхлать. Чĕрчун валли ятарлă эмел те пур. Вăл организма лекни юнпа тăранакана вĕлерет. Этемĕн репеллентлă препаратсемпе усă курма май пур. Çакă пÿлĕмри пыйтă çыртасран сыхланма пулăшĕ.
М.ТУМАЛАНОВА.