10 июня 2011 г.
Аслă Мами шкулĕнче вĕренекенсем çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕренÿ çулĕ вĕçленнине палăртса линейкăна пуçтарăнчĕç. Ачасемшĕн çак кун нумайччен асра юлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патĕнче хăнара районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Виталий Валерьевич Иванов пулчĕ. Депутат шкула пушă алăпа килмен, вăл вĕренÿре, спортра палăрнă тата шкул пурнăçĕнче хастар пулнă сакăр ачана (И.Капустин – 2-мĕш класс, Е.Николаева – 3-мĕш класс, А.Иванова – 5-мĕш класс, К.Капустина – 6-мĕш класс, Т.Никонова – 7-мĕш класс, К.Петрова, В.Федотова – 8-мĕш класс, Т.Ильина – 9-мĕш класс) 500-шер тенкĕ преми парса чысларĕ, каникулта пурне те лайăх канма, вăй пухма сĕнчĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче пултаруллă ачасене çакăн евĕр премие кашни уйăхрах парса хавхалантарма шантарчĕ. Вĕренекенсем депутата тав турĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Л.КУЗНЕЦОВА, Аслă Мами шкулĕ.