10 июня 2011 г.
Кăçал республикăра çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне чĕрчунсем уртаракан чирпе аптăранине пилĕк хутчен тупса палăртнă. Юлашки тĕслĕх çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шаккăл ялĕнче пулса иртнĕ.
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ирхине ултă сехет иртсен, хура кушак аçи кил хуçине сылтăм аллинчен çыртса илнĕ. Инкек тÿснĕ хĕрарăм çакăн çинчен Карăклăри ветеринари участокĕн заведующине пĕлтернĕ. Хуçине тапăниччен кушак аçи килте икĕ эрнене яхăн пулман иккен. Çав кунах ветеринарсем чĕрчуна тытса карантин тапхăрĕ иртиччен читлĕхе хупнă. Ку ĕçе тумашкăн хуçинчен расписка илнĕ.
Ветспециалистсем профилактика тĕлĕшпе (çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне) Шаккăл ял тăрăхĕнче 103 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 40 йытта, 60 кушака, 143 сурăх-качакана, 7 лашана уртаракан чиртен прививка тунă.
Прививка сиплевĕ витĕр инкек тÿснĕ кил хуçи те тухнă. Читлĕхри кушак тепĕр пилĕк кунтан вилсе кайнă. Кушак виллине ветспециалистсем икĕ хутлă полиэтилен хутаçа, ун хыççăн шыв кĕмен ятарлă савăта вырнаçтарса Шупашкара – республикăри ветеринари лабораторине ăсатнă.
Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче ветлаборатори кушак аçи уртаракан чирпе чирлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен çийĕнчех ятарлă служба ĕçченĕсене пĕл-тернĕ. Ветеринари тата санитарипе эпидемиологи службин специалисчĕсем Шаккăл ялĕнче килтен киле çÿресе тĕрĕслев йĕркеленĕ. Телее, чирлĕ кушак ытти çынсемпе тата чĕрчунсемпе хутшăнăва кĕнине тупса палăртман.
Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн распоряженийĕпе килĕшÿллĕн уртаракан чир тупса палăртнă кил-хуçалăха карантина илнĕ. Хальхи вăхăтра ялта профилактика мероприятийĕсем туса ирттереççĕ, планпа палăртнă пур ĕçе те пурнăçласан тепĕр икĕ уйăхран карантина каялла илĕç.
А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.