10 июня 2011 г.
Валя аппа Çĕнĕ Шупашкарта пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Йăлтах пур унăн. Анчах пур пĕрех темĕн çитмест. Хăш чухне ниçта вырăн тупаймасть, ăшĕ вăркама тытăнать. Вара вăл Шупашкара иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Юля патне каять.
Унăн ултă çулти Даша пур. Кунта тунсăхлама пачах вăхăт çук. Ача хваттере пĕтĕмпех тултарать: чупать, сикет, кулать, вылять... Аслисем ав тем пирки чарăнми калаçаççĕ. Сăнĕсем шухăшлă. Килнĕ хăнана Даша теттисене кăтартать.
– Ку – Барби. Унăн пĕчĕк сумка та пур. Вăл тепĕр çул шкула каять. Эпĕ те.
– Ай-яй, епле капăр пукане! Кам туянса пачĕ-ха ăна; – ыйтать Валя аппа.
– Анне. Манăн шкатулка та пур. Кăтартас-и; – куçĕ çиçет ачан.
– Ай-тур-тур! Кун чухлĕ теттепе мĕн тумалла; Мĕн чухлĕ укçа пĕтерет пуль; – тĕлĕнет Валя аппа.
– Укçаран хаклă мар, – кулкалать йăмăкĕ. – Дашăшăн эпĕ нимĕн те шеллеместĕп.
– Акă кур, – шкатулкине çĕклесе пырать хĕрача. – Кунта аннен хăлха алки, тута сăрламалли, кĕмĕл хĕрес упранаççĕ. Çĕрĕ те пур, ылтăнни. Мана пысăк тулĕк.
– Ав мĕнле-е-е. Ну-кă, ас ту, ан çухат. Вырăнне кайса хур. Урама илсе ан тух, – тет Валя аппа.
– Пирĕн кÿршĕри Кристина кушак çурин урипе аллине ак çапла тытса хуçнă, – хыпăнса пĕлтерет Даша.
– Ай-яй, пĕтрĕ пуç! Çавнашкал путсĕр-и вăл; – куçĕ чарăлать хĕрарăмăн. – Ну, эсĕ лайăх ача, çапла-и;
– Ăхă. Эпĕ лайăх. Кукамай калать: "Кристина пире хывман, ашшĕне хывнă пуль", – тет.
Чылайччен ларчĕç Валя аппапа йăмăкĕ Юля, пурнăç çинчен калаçрĕç. Валя аппан сăнĕ тĕксĕм. Хăй сисмесĕрех ассăн сывлать.
– Ача усрава илменшĕн паян кунчченех кулянатăп, – тет вăл. – Аннене итлерĕм. Халĕччен çитĕнсе çитетчĕ пуль.
Юля нимех те шарламасть, сĕтел çинчи савăт-сапана пуçтарать. Валя аппа ачан пĕчĕк куркине çавăркаласа хăй шухăшне пĕлтерет:
– Те пăхатчĕ-ха мана ватлăхра, шанса пĕтер çын ачине, – курка тĕпĕнчи темиçе тумлам какаона ĕçсе ячĕ хĕрарăм.
– Ĕç-ха татах, ак кофе, тен какао парас;
– Эй, çук. Тăраннă ĕнтĕ.
– Кÿр, компот ярса парам, Валя аппа.
– Çук, çук. Ĕçсе те, çисе те тăраннă. Çитет. Ку шăрăхра апат пĕçерместĕп. Квас вĕрететĕп те – ĕçсе яратăп. Унтан каллех... Пĕчченшĕн аппаланас та килмест тата.
– Анне, атя урама, – кухньăна чупса пычĕ ача.
– Ай, ачам, вăхăт пачах та çук.
Даша амăшĕн халат аркине уртăнать. Амăшĕ ачан тарлă çамкине вĕрет, аллипе сăтăрать.
– Ăшă пулчĕ-и, хĕрĕм;
– Парка атя-ха, анне, – йăлăнать ача. – Унта мĕнле лайăх.
– Даша, атя иксĕмĕр каяр, – сĕнчĕ Валя аппа.
– Кайрăмăр! Эпĕ халех, – хĕпĕртесе ÿкрĕ Даша.
– Ой, Валя аппа! Чăнах та, уçăлса килĕр-ха эппин, – хаваспах килĕшрĕ Юля. – Манăн çырла йÿçсе каять.
– Мĕнле çырла;
– Хĕрлĕ хурлăхан.
– Мĕн тăватăн унран;
– Желе хатĕрлесшĕн-ха. Ача лайăх çиет ăна.
– Эй, манăн пĕлтĕрхисем те пĕтмен-ха, – алă сулчĕ Валя аппа. – Кам çиет; Çиекен çук вĕт.
– Хальлĕхе! Анне, хальлĕхе, – тет Даша, тинех çăмăллăн сывласа ярса. – Анне, шлепке тăхăнас килмест.
– Ну, юрĕ. Хĕвел çинче ан çÿрĕр. Сулхăнра пулма тăрăшăр. Юрать-и;
– Аха. Юрать.
...Паркра чăннипех те ырă. Йĕри-тавра чечек ешерет. Çывăхрах кăвакарчăнсем кĕшĕлтетеççĕ. Ача вĕсене хăвалать. Вăрр! вĕçеççĕ кайăксем, каллех çывăха пыраççĕ.
– Валя аппа! – кăшкăрать Даша. – Кăвакарчăнсем выçă. Кур, çимелли кĕтеççĕ манран.
– Çăкăр тĕпренчĕкĕсем илсе тухнă пулсан пĕр кана таккатчĕç-ха та... – ăшшăн пăхрĕ симĕс мăйлă кăвакарчăнсене Валя аппа. – Шел. Нимĕн те çумра çук, – пĕчĕк сумкине уçкаласа пăхрĕ те шăкăрт хупса хучĕ.
– Вĕсем хĕвел çаврăнăш юратаççĕ.
– Юратаççĕ пуль те... Çук çав.
– Ав çавăнта, киоскра, сутаççĕ, – пÿрнипе тĕллесе пĕлтерчĕ Даша.
– Кайăксемшĕнех укçа пĕтерме, – çывăхри тенкел çине вырнаçрĕ хĕрарăм. Тенкел вĕçĕнче икĕ хĕрарăм калаçса лараççĕ.
– Кин яла кайрĕ. Мăнуксене йогурт, пылак тăпăрчă çитертĕм. Хайхи кĕçĕннине килĕшнĕ пулас. Ирхине нимпе те ача садне каймарĕ. "Не хочу в садик!" – тет. Кашни кунах тутли лекет тесе шухăшларĕ пуль. Эй, ку ачасемпе...
– Хамăн та виçĕ мăнук. Ялан виççĕ туянатăп. "Кинтер çурприс" – виççĕ, мороженăй – виççĕ. Çăмарта пĕçеретĕп – виççĕ. Асли вун пилĕк çулта, пур пĕр кĕçĕннисемпе танах ыйтать. "Эсĕ пысăк, пĕчĕккисемпе ан танлаш-ха", – тетĕп те, тута тăсать ачам.
– Ан та кала. Малтан – ачасемшĕн, халĕ – ачан ачисемшĕн. Такки хамăршăн пурăнса пулмарĕ.
– Валя аппа! – чупса пычĕ Даша. Ăшă пулчĕ. Квас ĕçес килет.
– Ăçтан тупса парас квас; – ачан сараппанне юсакаларĕ. – Ас ту, ан хурат.
– Ав лере сутаççĕ, – пÿрнипе кăтартать Даша.
– Мĕн хак тăрать;
– Пĕчĕк стаканĕ пĕтĕмпе те ултă тенкĕ çеç.
– Эй, килте пĕр кастрюль компот ларать. Ултă тенкĕ парса ĕçетĕн-и çавна; Чăт пăртак.
Канмалли кун пулнă пирки кунта халăх йышлă. Акă виçĕ-тăватă çулсенчи икĕ ача тăрăшсах пылак пăр ĕмеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вĕсем хыççăн васкамасăр утса пыраççĕ.
– Анне! Манăн питĕ пылак, тутанса пăхсам, тет хĕрлĕ хăю çыхнă сарă çÿçлĕ хĕрача.
– Денис, ан васка, питне ан варала, – асăрхаттарать ашшĕ ывăлне. – Кĕпÿне ан лектер.
Ачасем пылак пăр ĕмнине курсан Даша каллех Валя аппăшĕ патне чупса пычĕ.
– Пылак пăр... Манăн та пылак пăр çиес килет, – сурчăкне çăтрĕ хĕрача.
– Ăна çисен пыру ыратма пултарать. Тем курса ларас пур ку шăрăхра...
Ачан кăмăлĕ пăсăлчĕ. Вăл пуçне усрĕ. Пушмак пуçĕпе хура асфальта сăтăркаларĕ.
– Пушмакна çĕтен, ас ту.
– Çĕтĕлтĕрех, – мăкăртатрĕ ача.
– Ха, мĕнле вăл "çĕтĕлтĕрех"; Хаклă вĕт вăл.
– Киле каяс килет, – терĕ Даша.
– Тата кăштах ларар-ха, мĕн тăван килте;
– Çук. Киле каятăп.
– Эй, тата. Ну, юрĕ эппин. Уттарар майĕпен.
– Çуран утас килмест. Троллейбуспа кайăпăр, – кутăнланчĕ ача. – Эпĕ ывăнтăм.
– И-и-и, пĕр чарăнушăн халь çирĕм тенкĕ кăларса парас-и; Çук, çук. Çуранах кайăпăр, – ачана аллинчен çавăтрĕ Валя аппа.
Даша тек нимĕн те чĕнмерĕ.
Вĕсем пырса кĕнĕ чухне сĕтел çинче пĕлĕм пăсланса ларатчĕ.
– Ну, мĕнле; Паркра аван-и; – интересленчĕ йăмăкĕ.
– Ав-ан. Паркĕнче ырлăх ĕнтĕ, – аллине çума васкарĕ Валя аппа. – Анчах...
– Мĕн тата; – ыйтрĕ ваннăна кĕрекен аппăшĕнчен Юля. Унтан хĕрачи умне пĕшкĕнчĕ. – Даша, эсĕ мĕн кăмăлсăр тата;
– Пĕр канăç та çук иккен ачапа, – аллине, питне шывпа çума васкарĕ хĕрарăм. – Ух, тинех уçăлса кайрăм. Ай-яй, ытла пăчă...
– Анне, – амăшне куçран пăхса пăшăлтатрĕ Даша.
– Мĕн-ха, хĕрĕм; Халех шыва кĕрĕн. Çумăр çутарăпăр-и; Тăхта, хыв-ха кофтуна.
– Валя аппа лайăх мар.
– Чипер калаç хĕрĕм. Мĕскер эсĕ; – пÿрнипе çăварне хупларĕ амăшĕ. – Апла юрамасть.
– Вăл кăвакарчăнсене те, мана та юратмасть.
– Кама юратмасть;
– Кама юратмасть;
– Пĕлместĕп, – хул пуççисене сиктеркелерĕ Даша. – Эсĕ питĕ-питĕ лайăх, аннеçĕм. Эпĕ сана çав тери юрататăп.
Лидия САРИНЕ.