10 июня 2011 г.
Экзамен умĕн:
– пĕр кун юлсан пуçăра кантарăр, кĕнекесене айккинелле хурăр;
– выçă тытасси пирки манăр, шухăшлама пулăшакан çимĕçсем, тĕс-лĕхрен, пулă, шăккăлат тата ытти пылак япала çиме тăрăшăр;
– тĕрĕслев çитиччен виç кун маларах çÿç касма, ăна çума юрамасть, пур-çук ăс çав хура шывпа тухса кайĕ;
– преподаватель ятне, ашшĕ ятне, хушаматне, вăл мĕнпе вĕрентнине тата вăл сĕннĕ кĕнеке хуплашкин тĕсне аса илме тăрăшăр;
– шпора, "бомба" çырăр, ун пек чухне лайăхрах ас туса юлма пултаратăр;
– экзамена çывăрмасăр ан кайăр, унсăрăн тĕрĕслев вăхăтĕнчех "тăманасем" килĕç;
– тантăшсемпе пĕрле вĕренме, экзамена хатĕрленме тăрăшăр, пĕр-пĕрне ыйтусем парăр, пĕри пĕлменнине тепри каласа парĕ. Ку меслетпе усă курсан материал нумайлăха асра юлĕ;
– минтер айне лекци тетрачĕсем, кĕнекесем хурса çывăрăр.
Лайăх паллă илес тесен:
– ирхине çывăрса тăраннă хыççăн лайăх апатланăр, пуç мимине ĕçлеттерес тесе шар пылак, çăра кофе ĕçĕр;
– каччăсем, экзамена кĕрес умĕн кĕпе, костюм тăхăнсан, галстук е "лĕпĕш" çыхсан, алла хура папка тытсан питĕ ăслă çын пек курăнма пултаратăр;
– хĕрсем, арçын преподавателе мĕнле çавăрмаллине вĕрентме кирлех те мар ĕнтĕ: йăлтăр-йăлтăр куç, хĕрлĕ тута, хитре прическа, йăл кулă, кĕске юбка, уçă кăкăр...
– экзаменра чи кирли – хăвăра лăпкă тытни. Ан хумханăр, тарăннăн сывлăр, пĕлмен билет лексен тÿрех тухса ан кайăр, лайăх шухăшлăр, хăвăра ăслă пек кăтартăр. Тен, ларсан-ларсан, пĕрле вĕренекенсем шпора е "бомба" парĕç, пĕр-ик усăллă предложени е кирлĕ шухăш калĕç;
– пĕлетĕн-и, пĕлместĕн-и – калаç та калаç, чарăнса "мăк-мак" ан тукала. Тепĕр чухне сире преподаватель итлемест те. Ыйту парсан тÿрех пĕлместĕп тесе ан хуравла, чĕлхÿне вылятма, çавăрттарма çеç ан ÿркен, тен, "асли" хăй те пулăшĕ;
– билет туртса илес умĕн ху çине хĕрес хур;
– экзамена вилнĕ тăванусен тум тирне тăхăнса кай е пĕр-пĕр япалине ил, вĕсенчен пулăшу ыйт;
– хĕрсем çак кун аннĕрĕн венчет çĕррине тăхăнăр;
– экзаменра чи пĕр-ремĕш те, чи юлашки те хуравлама ан тăрăш;
– юлашкинчен пăхса тухнă тата эсĕ ху пулман лекци темисене тепĕр хут аса ил. Чылай преподаватель шăп çавăнти ыйтусене пама тăрăшать;
– "аслисен" кăмăлне çĕклеме пĕр чечек çыххи илсе кай;
– сыхă пул, "асли" тухса кайсан та шпаргалкăсемпе асăрханарах усă кур, "бомбăна" туртса кăларсан та малтанлăха хут листи айне хур;
– Турра кĕлĕ ту;
– нимле май та çук тăк, çырса та илеймерĕн тĕк "патша çуран çÿренĕ вырăна" кайса килме ирĕк ыйт. Тен, "препод" унтах пырса тĕрĕслемĕ. Эй, тепĕр тесен, çын тĕрлĕрен пулать вĕт. Пĕр преподаватель ыйтса тухнă хĕр хыççăн кайса çав "заведени" алăкне яриех уçса янă имĕш;
– экзамена пуçа ĕçлеттерекен, вăй кĕртекен шăккăлат илсе кĕр, унăн чăштăр-чăштăр хучĕ хушшине вара шпора хума пултаран.
Телей те ăнăçу сана, студент!