10 июня 2011 г.
Тунти кун район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов асăрхаттарăвĕпе пуçланчĕ. Нумаях пулмасть районта тырă мĕнле шăтнин тĕрĕслевне ирттерчĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак мероприятие хутшăнма ятарласа электронлă почтăпа маларах пĕлтернĕ пулин те тăххăрăшĕ пыман. Мĕншĕн пăрăнса юлнин сăлтавне вĕсен ура çине тăрса ăнлантарма тиврĕ. Хуçалăх ертÿçисене акатуйра сцена умĕнчи саксен малти речĕсене йышăнма ыйтни те пăрçана стена çине сапнă евĕр кăна пулнă. Вĕсем урок туса килмен ачасем евĕр хыçалти вырăнсене "пытанса" пĕтнĕ. "Пирĕн ялан пĕр командăра пулмалла, çемьери пек пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле, вара çитĕнĕвĕ те пулĕ", – терĕ райадминистраци пуçлăхĕ.
Анлă ларăвăн пĕрре-мĕш ыйтăвĕпе агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕлтĕрхинчен икĕ эрне каярах пуçăннă пулин те вăл, 4 хуçалăхсăр пуçне, ăнăçлă иртнĕ. "Вперед" ял хуçалăх производство кооперативĕнче, "Мария", "Янишево", "Сормовское" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче акма палăртнине пурнăçлайман. Киров ячĕллĕ, "Канаш", "Хучель", "Агат", "Цивиль", "Путь Ленина", "Урюм" хуçалăхсем çур акине вăхăтра, акмалли технологие çирĕп пăхăнса вĕçленĕ. 11 хуçалăх çĕр улми лартнă. Чылайăшĕ вăрлăх туянма укçа-тенкĕ çитерейменнипе çак ĕçе тăвайман. Çанталăк условийĕ вара "иккĕмĕш çăкăра" тухăçлă туса илме шантарать. Кукуруза выльăх апачĕ хатĕрлемелли тутлăхлă культура шутланать. "Уй-хир пикин" анисем ытти çулсенчисемпе танлаштарсан самаях пысăкланчĕç: 367 гектара çитнĕ. Элитлă вăрлăх акакан хуçалăхсем те йышланчĕç. Сахăр кăшманĕ Э.Шамуков ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 70 гектар йышăнĕ.
Умра – утçи. Выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарас тĕллеве Киров ячĕллĕ кооперативра тата "Канаш" пĕрлĕхре пурнăçа кĕртме пуçăннă та ĕнтĕ. Çанталăкĕ кăçал вылянчăклă, çавăнпа та уяр кунсенче тавралăх çуталса тĕттĕмленичченех пилĕк авмалла, хура тар юхтармалла.
Раççейĕн федераллă миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Погайдак граждансене регистрацилессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. Канашри çул-йĕр дистанцийĕн тĕп инженерĕ Ю.Матвеев чукун çул переезчĕсене пăхса тăрассине вăйлатмалли, водительсен тимлĕхне ÿстермелли çинчен тĕслĕхсем илсе кăтартса аса илтерчĕ. Районта Матьшÿ тата Ухман ялĕсен çывăхĕнчи переездсене йĕркене кĕртмелле.
В.Прокопьев тавра пĕлÿçĕ, паллă журналист район энциклопедине хатĕрлес енĕпе тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл икĕ томран пулать. Пĕринче хулана, тепринче района çутатма палăртнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен хăйсен территорине кĕрекен ялсен, шкулсен, ача сачĕсен, культура çурчĕсен е клубсен, чиркÿсен, пасарсен, сывлăх çурчĕсен, колхозсемпе совхозсен, предприятисемпе учрежденисен кĕске историйĕсене, паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ материалсене район администрацийĕн архивпа ĕçлекен пайне тăратмалла. Ку енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Материалсене хатĕрленĕ чухне никам та, нимĕн те манăçа ан юлтăр тесе тăрăшмалла. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов районăн энциклопедине хатĕрлес ĕç мĕнле пынине кашни уйăхра иртекен анлă ларура отчет туса пама сĕнчĕ. Ку шухăшпа пурте килĕшрĕç.
Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕ ял тăрăхĕсенче тирпей-илем, хăтлăх кÿресси мĕнле лару-тăрура пулнине пĕлес шутпа тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çакăн çинчен сектор заведующийĕ С.Николаев мультимедиллĕ экранпа усă курса каласа пачĕ. Экран çинче çÿп-çап купи те, ял урамĕсенчи стройматериалсен шаршанĕсем те, таса та илемлĕ вырăнсем те тухса тăчĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кăмăла пăсакан, çут çанталăк илемне сăнсăрлатакан ÿкерчĕксене пĕтерме хушрĕç. Тирпей-илем кÿрес енĕпе республикăра çулсерен конкурс ирттереççĕ. Кăçал та пулĕ вăл. Материалсене инфратытăм аталанăвĕн пайне утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăратмалла.
Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Районти чылай хуçалăхра тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем, тырă типĕтмелли агрегатсем çитменни сисĕнет, пуррисем те кивелсе, "ватăлса" кайнă ĕнтĕ, юрăхсăра тухса пыраççĕ. Çавăнпа та вырма ĕçĕсем мĕнле ирттересси, çитĕнтернĕ тырра вăхăтра та тăкаксăр пухса кĕртмелли майсем çинчен халех шутламалла. Çĕнĕ техника туянассипе çыхăннă ыйтăва куçран вĕçертмелле мар. Ялсенче хуçасăр çуртсем сахал мар. Вĕсене пăсса урăх çĕрте усă курма тăрăшмалла. Салатнă стенасен кирпĕчĕсем ял урамĕсене тикĕслеме пит аван.
В.Софронов хăйĕн сăмахне ĕçпе юрă тата спорт уявне йĕркелесе ирттерме пулăшнă коллективсене тав тунипе вĕçлерĕ.
В.АЧЧА.