АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кенигсберга çитнĕ

10 июня 2011 г.

Ун чухне Юмансар хĕрĕ К.Казакова Канашри финанспа экономика техникумĕнче (халĕ колледж) вĕреннĕ. Пĕр кунхине вĕренÿ класне çар комиссариатĕнчен иккĕн кĕрсе тăнă. Вĕсем Ксенине чĕнсе илнĕ те: "Эсĕ комсомолка, санăн фронта каймалла", – тесе пĕлтернĕ. Шупашкарта икĕ уйăх çыхăну ĕçне вĕрентнĕ. Морзе азбукине алла илнĕ. Курс вĕçленсен Мускава ăсатнă, унта вара çар чаçĕсем тăрăх салатнă. Ксени Курск пĕккинче тăракан çыхăну полкне лекнĕ.

Ксения Ивановнăн вăрçă çулĕ Липецк, Великие Луки хулисем, Латви çĕрĕ витĕр выртнă. Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ. К.Казакова кĕçĕн сержанта "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсемпе, кăкăр çине çакмалли "Ăста çыхăнуçă" паллăпа наградăланă. Тăван яла 1945 çулхи авăн уйăхĕнче таврăннă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче çĕршыв чиккине сыхланă, Япони милитарисчĕсене хирĕç пынă çапăçусене хутшăннă Федор ятлă çамрăкпа пĕрлешнĕ. Казаковсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Ксения Ивановнăн 9 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем 14-ăн.

84 çулти К.Казакова пĕчченех пурăнать. Шупашкарти кĕçĕн хĕрĕ Нина килсех тăрать. Ветерана ватти-вĕтти хисеплет.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика