АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйсене пăхса çаврăнчĕç

08 июня 2011 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен тырă мĕнле шăтнин тĕрĕслевне ирттереççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕнчен, В.Софроновран, унăн çумĕнчен Э.Александровран, агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕнчен В.Никоноровран тăракан комисси, хуçалăхсен ертÿçисем анасене пăхса çаврăнчĕç.

Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕсем таса, ешĕл калчапа витĕннĕ, вĕсем çăра шăтса тухнă. Иккĕмĕш вырăна "Цивиль" тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем пайларĕç. "АСК-Канаш" пĕрлĕхпе "Путь Ленина" ЯХПКан – виççĕмĕш кăтарту.

Çавăн пекех комисси "Агат", "Нектар", "Победит", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен, И.Лукиянов, В.Малов, А.Михайлов хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тырă анисене лайăхпа палăртса хăварчĕ.

В. НИКОНОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика