08 июня 2011 г.
Канаш хулинчи Никольски храмне Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава килчĕ. Чиркÿ умĕнче ăна Турра ĕненекенсем кĕтсе илнĕ. Вĕсем – Канашра, кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансем.
Канаш хулин пуçлăхĕ В.Вишневский, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов владыкăна 80 çулхи юбилейпе саламланă, вăрăм ĕмĕр суннă, чечек çыххи панă.
Никольски храмĕнче кĕлĕ ирттернĕ, унта 37 чиркÿ священникĕ хутшăннă.
Хамăр инф.