АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сум ватăлсан та кивелмест

08 июня 2011 г.

Юрий Николаевич Ачча ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Çавалăн сиплĕ шывĕпе çăвăнса, ял çумĕнчи хурçă çулпа иртекен поездсен шавĕпе, чиркÿ чанĕн янравлă сассипе, уй-хирти сарă тулă пăшăлтатнипе киленсе ÿснĕ. Вăл ялти ятлă-сумлă çын. Ăна ял-йыш яланах шанать, хисеплет. Унăн сăмахĕсене халăх тимлет.

Нумай çул хушши Аччана автобус çÿремен, Ю.Николаев тăрăшнипе халĕ автобус унта пĕр чăрмавсăрах килсе каять. Ахальтен мар ял çыннисем унран ырă сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Вăл ваттипе – ватă пек, çамрăккипе – çамрăк пек, кĕскен каласан, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать.

Юрий Николаевич тивĕçлĕ канура. 78 çулта пулин те алă усса лармасть: яланах халăх хушшинче, ачисемпе пĕрле картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Хапха умне çитсен – арçын мĕнлине, алкумне кĕрсен хĕрарăм еплереххине пĕлме пулать теççĕ халăхра. Тĕрĕс сăмах ку. Пĕлĕшĕн кил-хуçалăхĕнче чăннипех те тирпейлĕх хуçаланать. Юрий Николаевичпа Мария Васильевна тата кĕçĕн ывăлĕ Сергей çемйипе пĕрле тĕпленсе пурăнаççĕ.

Ю.Николаевăн ачалăхĕ Ачча ялĕнче иртнĕ. 1953 çулта вăл 10 класс пĕтернĕ, унтан 3 çул хушши çар службинче тăнă. Агроном пулас тĕллевпе ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста "Советская Армия" тăван хуçалăхра аслă агроном тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шанса панă. Вăл вăхăтра Аччари колхоз районта вăйлисен шутĕнче пулнă, тыр-пул тата пахча çимĕç нумай туса илнĕ.

Юрий Николаевич пĕр хушă шкулта труд учителĕ пулса тимлет. 1973 çулхи чÿк уйăхĕнче Куйбышев ячĕллĕ (Йăлмаччапа Çĕнĕ Ачча) тата "Советская Армия" хуçалăхсене (Ачча, Катек, Кушăк) пĕрлештерсе "Советская Армия" совхоз туса хураççĕ. Ю.Николаев 2-мĕш уйрăмăн управляющийĕ пулса тăрать. Хуçалăхра часах аслă агроном кирлĕ пулать. Çак ĕçе туса пыма, паллах, паха ĕç опычĕ пухнă специалиста шанаççĕ.

Юрий Николаевичăн чунĕ те аслă уй-хирех туртнă. Совхозăн вăл вăхăтра пилĕк пин ытла гектар çĕр лаптăкĕ пулнă. Ăста агроном шаннă ĕçе тĕплĕн, чĕре хушнă пек юратса тунă. Хăйĕн пултарулăхне халăх умĕнче тивĕçлĕ кăтартнă. Ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕ-сем пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем ĕçчен, маттур, пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Кĕçĕн ывăлĕ çинчен çÿлерех асăнса хăварнăччĕ, вăл "Родник" хуçалăхра механизатор пулса тăрăшать.

Юрий Николаевич пушă вăхăта сад-пахчара тăрмашса çеç ирттермест, вăрмана кайса тата уй-хире тухса эмел курăкĕсем пуçтарать, вĕсене хатĕрлев пунктне ăсатать.

Таврана шурă юр хупăрласан уншăн çил тăман та, çатăр чĕпĕтекен сивĕ те хăрушă мар, вăл яланах йĕлтĕрпе чупма çÿрет. Кăçал Ю.Николаев, сакăр теçеткене çывхарса пырать пулин те, районти ватă йĕлтĕрçĕсем хушшинче ăмăртса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ăна ырлăх-сывлăх, малашне те спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса çитĕнÿсем тума сунчĕ.

– Тепĕр çул валли ятарласа çĕнĕ йĕлтĕр илетĕп, ăмăртăва хутшăнатăпах, – тет вăл хаваслăн кулса. Эпĕ Ю.Николаева лайăх пĕлетĕп. Манăн çывăх юлташ панă сăмаха нихăçан та çилпе вĕçтермен.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика