08 июня 2011 г.
"Малтанхи йĕркесенчех сире - анне, Ксения, Иван – Горький хулинчен хĕрÿллĕ салам яратăп. Нумаях пулмасть сирĕн пата 2 çыру çырнăччĕ. Аптранă енне, ответ илеймесĕрех, тепĕр хут çырма шутларăм. Халĕ киле аса илетĕп те, пĕр шутласан, чарăнма пĕлмесĕр йĕрес килет. Тăлăх ÿсни, выçăллă-тутăллă шкула çÿрени - пурте манăн куç умĕнчех. Кăна çырса эп сире хурлантарасшăн мар, хамăн пуçри шухăшсене çеç каласа парасшăн. Микулапа пĕрле яланах салтак юрри юрлатпăр. Юрланă хушăрах хамăр киле, вăрмана, Вăрăм шывне аса илетпĕр. Ку çырура урăх çырмаллиех те тек çук пуль тесе шутлатăп. Вăхăт çук, занятие васкатпăр".
"Салам! Салам!", - тесе çырнă Илле Илем сăвăç, хăйĕн тăванĕсем патне çырнă çырăвĕнче. Килне икĕ çыру çырса та хурав кĕтсе илейменнипе 3-мĕш çыру çырнă вăл. Çак таранччен, çуралнă тăван енрен пит инçех кайса çÿременскерĕн, тăван килĕшĕн, тавралăхшăн тунсăхлани сисĕнет, питĕ тунсăхланипе вăхăт-вăхăтпа йĕрес килнине те пытармасть вăл. Тăван ялтан инçетре, кунĕпе занятисенче ывăннă хыççăн, çывăрмасăр ирттернĕ каçсенче хăйĕн ачалăхне, шкулта вĕреннĕ çулсене аса илнĕ ĕнтĕ вăл. Ял çумĕпе юхса выртакан шывра çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕрсе савăнни, ачасемпе пулă сĕрни те асрах пулнă пулĕ. Тĕлĕкĕнче ял вăййинче савăнни те курăннă пулĕ. Салтака ял ачипе Микулапа пĕрлех кайнă вĕсем, Горький хулинче те пĕрлех çар ĕçне вĕреннĕ.
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çыру. Илле Илем сăвăç 69 çул каялла фронта тухса кайиччен çырнă ăна. Шкул тетрачĕн линейкăллă листи, вырăн-вырăнпа сарăхса, хăмăрланса ларнă, хутланнă йĕрсем уйрăлса тăраççĕ. Анчах кил адресĕ те, çыру содержанийĕ те питĕ аван сыхланса юлнă, тата почеркĕ шăрçа пек, питĕ илемлĕ çырнă. Ку çырăва Илле Илемĕн тăванĕсем ял вулавăшне парнелерĕç.
Çырăва 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче çырнă. Вăл вăхăтра Илле Илем тăракан çар чаçĕ Горький хулинче вырнаçнă. Тăван çĕршывăн çĕрĕ çинче хаяр вăрçă пынă. Салтаксене хăвăрт майпа çар ĕçне вĕрентсе фронта ăсатнă.
Илле Илем... Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çамрăк сăвăç сахал мар лайăх сăвă хăварнă. Вĕсенче сăвăç Тăван çĕршыва чунтан юратни, сĕмсĕр тăшмана чĕререн курайманни палăрса тăрать.
Илья Семенович Семенов (Илем) 1923-мĕш çулхи утă уйăхĕнче Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Вăрăмпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. Çак шкулта вĕреннĕ чухне вăл сăвăсем çырма тытăннă. Нумай вуланă, ытти сăвăçсен хайлавĕсене тишкернĕ.
Хăйĕн сăввисенче вăл тăван тавралăхăн илемлĕхне яр уççăн сăнласа парать.
"Манăн юрă" сăвва сăвăç 1939 çулта çырнă:
Ылтăн хĕвел хăйĕн
паха çуттипе
Ыталарĕ чечек сад
ăш чиккине.
Çамрăк çĕмĕрт çакрĕ
шурă шÿлкеме,
Сад пахчи унпа кĕрет
халь илеме.
Улмуççи те шурă-хĕрлĕ
чечекпе
Витĕнейрĕ ытарайми
тĕссемпе.
Çакăн пек чечек те
ылтăн вăхăтра
Юрласа утса çÿретĕп
сад тавра.
Шкулта вĕреннĕ чухне вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, юлташĕсене пулăшнипе, ĕçе юратнипе палăрса тăнă.
Вăрăмпуçĕнчи вăтам шкула вăл "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕçлет. 1937 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулас сăвăç Канашри учительсем хатĕрлекен шкула вĕренме кĕрет. Çиме, тăхăнма çи-пуç çук. Анчах мĕн тери вĕренсе тухас ĕмĕтлĕ пулнă вăл. Çур çĕр иртсен çурăм хыçне кутамкка çакса тухнă та, вăрман урлă, Çатăрка ялĕ витĕр хĕлле те, кĕркунне-çуркунне те, çил-тăман, юр-çумăр витĕр Канаша çуран утнă. Пĕр хваттерте 5-6-ăн пурăннă.
1940 çулта Илья Семеновича, учительсен шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Атнашри пуçламăш шкула ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл кĕçĕн класри ачасене вĕрентме тытăнать. Шкулта ĕçленĕ çулсенче Илле Илем нумай сăвă çырать. "Савни парни", "Каçхи улăх", "Пирĕн хăват" тата ытти сăввисенче вăл тăван тавралăха, юратнă çĕршыва, çамрăклăха, юратăва тата пурнăç илемне мухтаса кĕвĕлет.
Çырласем пиçейнĕ
шерепеллĕн -
Тутлă шăршă сарăлнă
садра.
Хам юратнă савнă хĕрпе
эпĕ
Çак садра тĕл пултăм
ăнсăртран.
Ывăçне вăл тĕрлĕ
чечек пухнă,
Пĕлеймерĕм, тен, вăл ман
валли.
Туртăнать-çке ăшă
алли унăн
Ман енне! Чечекĕ ман
валли!
("Савни парни").
Чылай сăвви район хаçатĕнче пичетленнĕ. Илле Илем А.С.Пушкинăн хăш-пĕр сăввисене чăвашла куçарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, вăл фашист чун иллисен йăхне питлесе сахал мар сăвă çырать. Хăйĕн сăввисенче вăл Тăван çĕршыва, халăха юратни, унăн иксĕлми вăй-хăватне тата халăхпа партин пĕрлĕхĕн вăйне çутатса парать.
Тăван çĕршыв хăрушлăх умĕнче тăнă вăхăтра Илле Илем тăшмана çапса çĕмĕрессе, çĕнтерÿ часах çитессе çирĕп шаннă. Çивĕч сăмахсемпе халăха ирсĕр тăшмана часрах çапса аркатма чĕнет вăл хăйĕн "Пулеметчик", "Артиллерист сасси", "Тăшмана - вилĕм!", "Боец-çĕнтерÿçĕ тунă тупа" сăввисенче.
Фашист - урнă йытă
шăвать сăрт-ту урлă.
Шăвать антăхса юн
ĕçме малалла…
Разведчик, пул çивĕч!
Наводчик - хăюллă!
Тĕп-тĕрĕс персе аркатар
тăшмана!
("Артиллерист сасси").
Пĕтнĕ патрон... Мĕнпеле
тăрас хирĕç;
Ун аллинче ĕçлет штык та
приклад.
Çап прикладпа! Штыкпала
чик те хир эс -
Паттăр чĕри çавăн
пек-çке хушать.
("Боец-çĕнтерÿçĕ тунă тупа").
Çамрăк сăвăçăн кашни сăмахĕ сулмаклă, витĕмлĕ, сăввисем тарăн шухăшлă.
И.С. Семенов учитель 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Вăл пĕрре кăна мар хаяр çапăçусенче пулнă. Пĕррехинче ăна хытах амантаççĕ. Госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн сывалса çитме киле яраççĕ. Анчах тăван ялне таврăнсан тепĕр эрнеренех пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк сăвăç, учитель, салтак çирĕме кăна пуссан, 1943 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче йывăр суранне пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Илле Илем сăвăçа хисеплесе вăл çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми çирĕплетрĕç. Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров., Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Шелттем шку-лĕн директорĕ С.Ерицов, Шелттем ял тăрăхĕнчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Зайцев, Николай Чудотворец чиркĕвĕн настоятелĕ Алипий игумен, тăванĕсем, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем пирĕн ентешĕн пурнăçри, литература анинчи ĕçĕсем çинчен нумай ырă та ăшă сăмах каларĕç, шкулта вĕренекенсем сăвăçăн сăввисене вуларĕç. Илле Илем чăваш халăх юррисене питĕ юратнă, вĕсене пухса пынă. Хăй те вăййа тухнă хĕрсене час-часах юрă-такмак валли сăвăсем çырса панă. Шел те, вĕсем сыхланса юлман. Çавна май Кивĕ Шелттем ял клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Илем" ушкăн тăванлăх юррисене шăрантарчĕ (Ертÿçи Илле Илем тăванĕн хĕрĕ Т.Зайцева). Калас пулать, вĕренекенсем шкул çумĕнче йĕркеленĕ литература кружокне хаваспах çÿреççĕ. Кунта вĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Сергеева ертсе пынипе сăвă çырас ăсталăха туптаççĕ, поэзи анинче палăрмаллах ÿсĕмсем тăваççĕ. Литература кружокĕн членĕсен хайлавĕсем час-часах "Тантăш" хаçатра кун çути кураççĕ. Çак кун О.Иванов, А.Зайцев, О.Зайцева тата ыттисем хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Апла пулсан, Илле Илем сăвăçăн ĕçне малалла тăсакансем пирĕн çамрăк ăрусем хушшинче пурах. Хамăр ентеше халалласа Кивĕ Шелттем ял клубĕнче, шкулта тата ял вулавăшĕнче стендсем, альбомсем йĕркеленĕ. Сăвăçа хисеплесе вулавçăсемпе час-часах калаçусем, тĕл пулусем, литература вулавĕсем иртеççĕ.
Юлашкинчен çак корреспонденцие Елизар Абакшинăн сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:
Лăпкă çывăр, юлташ! Вăранми çывăратăн;
Сан çеремлĕ тăпру
халь шап-шур чечекре.
Эсĕ çук пирĕнпе - пирĕнпех
пурăнатăн;
Яту санăн юлать ĕмĕртен
ĕмĕре.
Пирĕн ентеш, хĕрÿ чĕреллĕ сăвăç, яланах пирĕн асра пурăнĕ.
Т.ИВАНОВА.