08 июня 2011 г.
Çуллахи вăхăт уявпа пуçланчĕ. Ачасемпе пĕрле çитĕннисем те савăнчĕç çак кун. Ачасене хÿтĕлемелли кун – вăл каникул пуçламăшĕ, ачалăх, савăнăç, шанчăк праçникĕ. Ачасем – пирĕн пуянлăх, вĕсемшĕн эпир пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, пысăк плансем палăртатпăр, телей пирĕнтен пăрăнса иртмессе шанатпăр.
Шăхасанта Ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа уяв иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, районти халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç.
Уявра Шăхасан, Ямаш, Сиккасси, Çĕнĕ Чалкасси, Атнаш, Вăрăмпуç, Çеçпĕл, Энтрияль, Пайкилт, Шелттем, Вырăскас Пикших, Уçырма, Шуркасси вăтам шкулĕсенче вĕренекен 7-12 çулсенчи 300 яхăн ача савăнчĕ. Вĕсем конкурссене активлă хутшăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, хаваслă вăйăсем вылярĕç.
Савăнăçлă лару-тăрура Уçырма ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Блиновсен çемйине хушма хуçалăха аталантарма çĕр уйăрса панине çирĕплетекен сертификат пачĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.