08 июня 2011 г.
Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайа çиччĕмĕш çул В.Михайлова ертсе пырать. Туслă коллективра чылайранпа тăрăшакансем те пур, вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Е.Дубова, сăмахран, социаллă хÿтлĕх пайне 19 çул каялла килнĕ. Вăл социаллă хÿтлĕхпе килте тивĕçтерекен уйрăм заведующийĕ. Л.Филиппова та çÿлерех асăннă уйрăмах ертсе пырать, вăл та çак сферăра – 19 çул.
О.Александрова ача пособийĕсемпе ĕçлет. В.Ильина – субсидисемпе тивĕçтерекен эксперт специалист. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче тĕп эксперт специалист ĕçĕсене Л.Егорова пурнăçласа пырать. Л.Васильева "Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Канашри центр" патшалăх учрежденийĕн директорĕ пулса тимлет. М.Сергеева пур ĕçе те тĕплĕ тунипе палăрать, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ ăна.
Социаллă сферăра çамрăксем те йышлăн ĕçлеççĕ. Е.Федорова компенсаци тÿлевĕсене йĕркелесе пырать. Э.Данилова çемьене тата ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмра специалист пулса тимлет. "Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Канашри центр" патшалăх учрежденийĕн финанс ĕçĕсене Т.Владимирова бухгалтер пурнăçласа пырать. Çулталăк каялла социаллă хÿтлĕх пайне А.Капитонова çамрăк специалист ĕçлеме килчĕ, вăл компьютерти пур программăпа та "туслă". Чухăн çемьесене пулăшакан С.Сергеева, О.Санатулова, Т.Петрова, Т.Матвеева ĕçтешсене те палăртса хăварас килет. Ватăсене вăхăтлăх пурăнма йышăннă уйрăмсен заведующийĕсене те (И.Павлова – Пайкилт, И.Данилова – Сиккасси, Т.Степанова – Çеçпĕл) тав сăмахĕ калас килет. Эпир, социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем, çынсене пулăшасси, ăнланасси пирĕн сăваплă тивĕç тесе шутлатпăр.
Е.ДУБОВА.