АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сунни эмелпе пĕрех

08 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2000 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче ятарлă Указпа алă пусса çирĕплетнĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă, ыттисене ăнланма пултаракан ырă кăмăллă çынсем тăрăшаççĕ. Çак туслă коллектива 2004 çултанпа В.Михайлова ертсе пырать. Валентина Георгиевна йывăрлăха лекнĕ кашни çынна вăй çитернĕ таран пулăшма хатĕр. Çак тĕллевпе вăл ертÿçĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата унти специалистсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçать. Ĕç пахалăхне ÿстерес шутпа кÿршĕ районсене тухса çÿрет, ĕçтешĕсемпе канашлать.

В.Михайлова паянхи йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултарнипе пĕрлех малашлăха та лайăх курать. Çак ĕçре ăна экономика, йĕрке тата психологи тĕлĕшĕнчен тавракурăмлă пулни пулăшса пырать.

Е.ДУБОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика