08 июня 2011 г.
Асхва çывăхĕнчи тĕп стадиона пырса кĕрекенсенчен пĕри те "Пирĕн картиш" куравпа паллашмасăр аякранах курăнса ларакан, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ сцена еннелле кайма васкамарĕ. Кунта ял хуçалăхăн тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхне тĕрлĕ çĕртен илсе килнĕ. Вĕсен хуçисем – харпăр хăй хушма хуçалăха ертсе пыракансем, фермерсем. Пĕрремĕш чарăну Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче пурăнакан Б.Иванов илсе килнĕ çунатлă чĕр чунсем патĕнче пулчĕ. Вăл мĕн ачаран кайăксене юратать. Курава "Охотничьи", "Серебристые" текен хир чăххисем, илемĕпе илĕртекен вăрăм хÿреллĕ павлин, чăхсем, попугайсем, шурă кăвакарчăнсем тăратнă. Борис Александрович çĕршыври тĕрлĕ зоопаркпа çыхăну тытать, Интернет урлă хăйне килĕшекен кайăк-кĕшĕке шыраса тупать. Çапла майпа унăн илемлĕ, пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан вĕçен кайăксен йышĕ ÿссех пырать.
Акатуя килекенсем çавăн пекех Вăрнар районĕнчи Енĕш тата Карăклă ял çыннисем А.Нестеровпа Г.Гаврилов çитĕнтернĕ кроликсем, Çĕнĕ Чалкассинчи А.Кондрашов фермер илсе килнĕ сурăхсем, кроликсемпе хурсем çывăхĕнче чарăнса тăмасăр иртмерĕç. Шаккăлта пурăнакан Г.Степанов ÿстернĕ ăратлă качака тата яппун путенисем нумайăшĕн кăмăлне кайрĕç.
Çăкăр-булка изделийĕсен "Çăкăр ăшши – чун ăшши", ал ăстисен "Пирĕн район çыннисем – ăста алăллă вĕсем" куравсенче çын татăлма пĕлмерĕ. "Çамрăксене шанмалла" фотокуравпа интересленекенсем те йышлăн пулчĕç.
Стадионра çĕр çинчи пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе каяс умĕн каланă сăмахсем янăрарĕç. Унăн сасси кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявне космонавтика çулталăкне халалланине пĕлтерчĕ. Çакна сцена умĕпе космоспа çыхăнтарса капăрлатнă пысăках мар машина иртсе кайни те ĕнентерÿллĕ çирĕплетсе пачĕ. Ял тăрăхĕсен ĕçпе чапа тухнă çыннисен ушкăнĕсем, культура ĕçченĕсем, ял артисчĕсем пĕрин хыççăн тепри хаваслă кулăпа, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, пĕчĕк ялавсем, чечексем çĕклесе утса иртрĕç. Вĕсем хыттăн, хавассăн кăшкăрса халăха акатуй ячĕпе саламларĕç.
Канашсене саламлама Шупашкартан ятарласа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов, халăх академикĕ, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн чăваш регионĕнчи хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков, Раççей банкĕн Чăваш Енти уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.Можанов, республикăри çăмăл атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ В.Краснов, "Промтрактор-вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ А.Тен, тĕрлĕ организаци представителĕсем, районтан тухнă паллă çынсем килчĕç. Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕ Н.Гаврилов канашсем патне акатуй ячĕпе янă саламлă телеграммăна вуласа пачĕç. Районăн пĕрлештернĕ хорĕ илемлĕ чăваш юррипе стадиона килнисене сцена çывăхне йыхăрчĕ.
Уява район пуçлăхĕ И.Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕç. Вĕсем район çыннисене мăн асаттесен йăлипе суха пуçпа çĕр туйĕ ячĕпе саламларĕç. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Канаш районĕн Гимнĕсем янăрарĕç. Çакăн хыççăн "Канашсем" ентешлĕх ертÿçине, Раççей писательсен союзĕн членне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, халăх академикне А.Кипече сцена çине хăпарма ыйтрĕç. В.Софронов ăна районăн хисеплĕ гражданинĕн ятне тивĕç пулнине çирĕплетекен документ пачĕ, хĕрлĕ хăю çыхса ячĕ.
Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов салам сăмахĕсем каланă хыççăн ырă та савăнăç кÿрекен ĕçе пуçăнчĕ. Сергей Владимирович районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн инноваципе методика пайĕн заведующине З.Николаевăна патшалăх наградине – "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятне илни çинчен çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕ тата кăкăр çине çакмалли паллă пачĕ. Ун аллинченех "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп инженерĕ А.Герасимов, элеваторти çăнăх авăртакан цех аппаратчикĕ Е.Григорьева, производствăпа технологи лабораторийĕн лаборанчĕ З.Харитонова, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн водителĕ Н.Данилов, "Канаш" агрофирма ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Е.Терентьев Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене илчĕç.
Наградăсем пама черет сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумне Л.Рульковăна çитрĕ. Людмила Ивановна культура ĕçченĕсен кăмăлне çĕклерĕ. Вăл районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн директорне О.Микушинăна, халăх пултарулăхĕн методистне Л.Никифоровăна тата Пайкилтри тĕслĕх библиотекин заведующине М.Осиповăна республикăн культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн хушăвне пурнăçласа Хисеп грамотисем пачĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т.Гурьева финанс министрĕн Тав çырăвне тивĕç пулчĕ. "Хучель", "Нектар", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен директорĕсене В.Александрова, В.Герасимова, Н.Ильина "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕç. Ватăсене те хисеп турĕç. Шупашкартан Кайри Ăнтавăшри, Çĕнĕ Чалкассинчи тата Хучелти ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕсен Л.Ильинан, В.Никитинăн тата О.Петрован ячĕпе вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсинерĕсен) канашĕн президиумĕн Хисеп хучĕсем килнĕ.
"Канашсем" ентешлĕх президиумĕ Çеçпĕлти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине В.Дмитриева, районти халăх хорĕн режиссерне В.Стеклова, Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕн тата кану центрĕн илемлĕх ертÿçине Р.Шоркинана ентешлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн чунтан-чĕререн тав тунă тата иксĕлми телей суннă. Çак сăмахсене А.Кипеч трибуна умне тухса каларĕ, Тав хучĕсене пачĕ. Шăхасанти культура çурчĕн методистне И.Петровăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш халăхĕн хисеп хучĕпе чысларĕç. Банк сферинче ĕçлекенсем те пушă алăпа килмен – ĕçре хастарлăхĕпе палăрнисене парне парса хисеп турĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвне халăх патне çитерчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Нумай çул тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн, агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн 15 çынна район администрацийĕн хисеп грамотипе чыс турĕ. Çакăн пек наградăнах вĕрентÿ, сывлăх, йĕркелĕх хуралĕн, суту-илÿ, çул-йĕр, налук, вăрман ĕçченĕсен ушкăнĕсем тивĕç пулчĕç.
Районти пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уявра чи хавасли ача-пăча пулчĕ. Вĕсем валли тĕрлĕ аттракцион йĕркеленĕ, юрлама-ташлама маçтăр пулнине кăтартма илемлетсе сцена вырнаçтарнă, мĕн пĕлнипе мухтанма конкурссем, хыттăн кулса савăнма вăйăсем хатĕрленĕ. Спортра хăйсен вăйĕсене тĕрĕслес текенсене те кичем пулмарĕ. Лашасене ипподромра ăмăртса чуптарни çĕршер çынна пуçтарчĕ. Лавккасем, суту-илÿ киоскĕсем ĕçлерĕç, сăмсана тутлă шашлăк шăрши саламларĕ.
Паллах, çумăр уява кăштах тĕксĕмлетрĕ. Апла пулин те халăх килĕсене саланма васкамарĕ. Вăтам çулсенчи арçын каланă сăмахсем асра юлчĕç. "Акатуйра çумăр çурĕ, кăçал тырă аван пулĕ", – терĕ вăл сăвăласа. Ун сăмахĕ çумне: "Çапла пултăр!", – тесе каламалли çеç юлчĕ.
В.АЧЧА.