АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçнă

03 июня 2011 г.

Кивĕ Шелттем ялĕнче Илле Илем (Илья Семенович Семенов) 1923 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Атнаш шкулĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсене пĕлÿ панă. 1942 çулта нарăс уйăхĕнче вăл хаяр вăрçа тухса кайнă. Утă уйăхĕнче ăна йывăр амантнă. Госпитальте чылайччен сипленнĕ хыççăн килне янă. Анчах та 19 çулти йĕкĕт тăван тăрăха таврăнсан пĕр эрнеренех пурнăçран уйрăлнă.

Поэтăн паллăрах сăввисем: "Савни парни", "Боец-çĕнтерÿçĕ тунă тупа", "Май", "Пулеметчик", "Артиллерист сасси", "Хушшăн-хушшăн хумхансассăн", "Тăшмана – вилĕм!", "Чĕресен хăвачĕ", "Пирĕн хăват" тата ытти те.

Ял çыннисем ентешне манмаççĕ. Шкулта ăна халалласа стендсем, альбомсем тунă, литература каçĕсем ирттереççĕ.

Р.РОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика