АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕ - Канаш тухтăрĕ

03 июня 2011 г.

Хулари ачасен музыка шкулĕнче республикăри "Професси енчен чи лайăххи" конкурсăн "Пĕтĕмĕшле практикăн чи лайăх тухтăрĕ (çемье врачĕ)" номинацийĕнче мала тухассишĕн финалта тупăшрĕç. Унта Çĕмĕрлери, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри хула, Шупашкарти тĕп тата клиника больницисенчен килнĕ 5 врач професси ăсталăхне кăтартрĕ. Курма килнисем хушшинче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн А.Г.Николаев космонавт летчикăн тăванĕн хĕрĕ Татьяна та пулчĕ. Вăл паттăр ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Интереслĕ калавшăн ăна ăшшăн тав туса чечек çыххи пачĕç.

Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç, кăткăс лару-тăрура мĕнле пулăшу пама пултарнине кăтартрĕç, медицинăн пуласлăхне мĕнле курни çинчен каласа пачĕç. Юлашки задани шÿтпе çыхăнчĕ. Ăна пурнăçланă чухне залра савăк кулă, хыттăн алă çупни янăраса тăчĕ.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ, университетри медицина институчĕн терапи тата çемье медицинин кафедрин заведующийĕ Е.Артемьева профессор ертсе пыракан жюри пуринчен те маттурри, пултарулли Канаш врачĕ О.Васильева тесе йышăнчĕ. Ăна ассоциацин дипломĕпе наградăларĕç, хаклă парне тата чечек çыххи пачĕç. Конкурса хутшăннă врачсен кăмăлĕсене те хуçмарĕç, вĕсем те парнеллĕ пулчĕç. Конкурса хулари пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши илемлетрĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика